Сăваплă çимĕç ăсти

е сайра тĕл пулакан «професси» çынни

Массăллă информаци хатĕрĕнче ĕçленĕ май мĕнле професси çыннипе кăна тĕл пулса калаçман?! Учительпе, тухтăрпа, поварпа, ÿнерçĕпе, водительпе… Халиччен вара кун пеккипе сăмахламанччĕ-ха. Çавăнпа та унăн ĕçĕ-хĕлĕ вулакансемшĕн интереслĕ пулмалла.

Педагогпа староста кăна мар

Сăмахăм паян Лакăрта пурăнакан Бронислав Федоров пирки. Чылайăшĕ ăна вырăнти шкулта нумай-нумай çул ĕçленĕ педагог пек пĕлет. Таврара вăл Лакăр ялĕн старости, общество ĕçĕсене хастар хутшăнакан пек те паллă. Паян эпир унăн пачах та урăх пултарулăхне уçса парасшăн. Бронислав Иванович сайра тĕл пулакан «професси» çынни – просфорник, урăхла – просфор пĕçерекен. Шемшерти Таса Турă Амăшĕн Успени чиркĕвĕ валли 5 çул ытла просфор пĕçерет вăл. Пысăк опытлă вĕрентекен çакăн патне мĕнле майпа килсе тухнă тетĕр-и?

Бронислав Турра ĕненекен çемьере çитĕннĕ. Ача чухне те, студент çулĕсенче те чиркĕве çÿренĕ. Çултан-çул çакă ырă йăлана кĕрсе çирĕпленнĕ, çавăнпа та тĕн праçникĕсенче, канмалли кунсенче çывăхри сăваплă вырăна çитсе Турра кĕлĕ туманни сайра хутра пулнă.

Сĕннĕ – хирĕçлемен

Турă законĕпе пурăннине шута илсе маларах асăннă чиркĕвĕн настоятелĕ Илия ăна просфор пĕçерекен пулма сĕннĕ, вăл вара хирĕçлемен. Шăп та лăп кунашкал йышăну тума тата тепĕр пулăм та пулăшнă: Бронислав Федоров çемье çавăрман, православи йĕркипе вара авланман, качча кайман çынсен çеç ăна пĕçерме юрать. Ĕмĕр тăршшĕнче кирек мĕнле ĕçе алă çыпăçнă пулин те, çав шутра кукăль-çăмах пĕçересси патне те, арçыннăн малтанах шикленÿ туйăмĕ те çуралнă. «Чиркĕве ялта пурăнакансем кăна мар, ытти çĕртен те килеççĕ-çке. Халăх умĕнче намăс курас марччĕ», – шухăш явăннă унăн пуçĕнче. Мĕн каласан та, просфор пĕçересси çемье валли кăна çăкăр пĕçересси мар, çавăнпах ĕнтĕ малтанхи вăхăтра сĕнÿ-канашпа Илия атте пулăшса пынă. Малтанах чиркÿре аппаланнă, каярах килĕнчех ĕçлеме священникрен пил илнĕ.

Харăсах мĕн чухлĕ пĕçерет тетĕр-и? Канмалли кунсенче 6-8 килограмм çителĕклĕ пулсан православин пысăк уявĕсенче вара 40 кг (!) таранах кирлĕ. Пĕтĕмпех хăй ĕлкĕрет. Пачăшкă ирĕк памасăр пулăшакана ку ĕçе явăçтарма юрамасть иккен. Мĕнрен пуçланать сăваплă ĕç? «Чи кирли – лайăх кăмăл-туйăмпа пулни», – мĕн пĕлтерĕшлине палăртать вăл. Умне шурă саппун çакать, кĕлĕ вуласа Турăран пил илет, кирлĕ ингредиентсене ярса чуста хатĕрлеме пуçлать. Мĕнле йывăр пулсан та алăпах çăрать, йĕтĕрлесе касса кăларать… Икĕ хутлă просфора уйрăмшарăн касать, пĕрне теприн çине хурать те çиелтен ятарлă формăпа хĕрес е Турă Амăшĕн сăнне ÿкерет. Формăсем тĕрлĕ калăпăшлă. Электричествăпа ĕçлекен духовкăпа пĕçерсе пăхсан Бронислав Иванович савăнмаллипех савăннă – çунтармасть, çавăрса та тăмалла мар… «Пĕр патнус просфор хатĕрлесе хунă çĕре тепри пиçсе те тухать», – тет вăл ĕç çăмăлланнине палăртса.

Пысăк праçниксем умĕн Бронислав Ивановича миçе пăт просфор тума тивет? Чиркĕве килекенсене пурне те çиттĕр тесе 40 кг просфор пĕçерсе кăларас тесе икĕ кун сĕтелпе кăмака умĕнче «ташламалла» унăн – ирччен пуçласа каçчченех. «Тимĕр формăсемпе каса-каса тепĕр чухне алă та ыратма пуçлать», – кăткăс самантсем пуррине йышăнать вăл калаçса ларнă май. Апла пулин те вăл ÿпкелешмест. Мĕншĕн тесен хăйĕн ĕçне чунтанах килĕштерет. Ывăнни ан туйăнтăр тесе тепĕр чухне юрă шăрантарни те пулкалать. Бронислава Çÿлти Атте те пулăшса пырать тейĕн. Çулталăкра канмалли, уяв кунĕсемсĕр ĕçлекенскере, телее, темиçе çул ĕнтĕ нимĕнле чир те çулăхман. Юратса таса кăмăлпа пурнăçланăран «çимĕç» те чĕлхене çăтса ямалла тутлă пиçсе тухать. Ас тивсех пăхрăмăр – питĕ тутлă!

Тата мĕнле-мĕнле йĕркесене пăхăнмалла-ха просфор пĕçернĕ чухне? Чустапа аппаланнă чухне сĕтел çинче ытлашши япаласем пулмалла мар. Енчен те алă суранĕнчен пĕр пĕрчĕ юн чустана лекрĕ пулсан унран пĕçерме юрамасть – ăна тăкмаллах.

Николай атте, Шупашкар район благочиннăйĕ:

– Просфор – Турра парнелекен çăкăр, çемьеленмен, качча кайман е авланман, çынсен, манахсен, священниксен мăшăрĕсен кăна просфор пĕçерме ирĕк пур. Шупашкар районĕнчи Ишлейри, Алькешри, Шемшерти чиркÿсенче просфор пĕçереççĕ, ытти çĕрте вара хулари чиркÿсенчен кÿрсе килеççĕ.

ЛЮБОВЬ СЕМЕНОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости