Сăмсана çуракан шăршă

«Пирĕн тăрăхра чăтма çук шăршă тăрать, симĕс шăнасем ĕрчесе кайрĕç… Килсе курăр-ха», – пулăшу ыйтнă евĕр илтĕнчĕ телефон трубкинчи сасă. Шăнкăрав Лапсар ял тăрăхĕнчи Чĕркашран иккен.

Пурнăç – тамăк евĕр

Вулакансем пире ку хыпарпа тĕлĕнтермерĕç темелле, Лапсар çывăхĕнче шăршă тăни пирки эпир илтнĕ. Ыйтăвĕ çав тери актуаллă пулнипе вăхăта вăраха тăсмасăр вырăна çитрĕмĕр. Редакци сотрудникĕсем çитнĕ-çитмен, шутлă минутрах, çур ял пухăнчĕ урама. Апла тăк йăнăшмарăмăр, ыйтăвĕ чăннипех те çивĕч… Кунти ÿкерчĕкпе ял халăхĕ паллаштарчĕ. Çынсем каласа панă тăрăх, сăмсана çуракан кунашкал шăршă таврара пурăнакансене виççĕмĕш çул канăç памасть ĕнтĕ – çулталăкĕпех темелле. Çуллахи вăхăтра вара шăршăсăр пуçне симĕс шăнасем ĕрчесе каяççĕ, вĕсен шавĕ пур çĕрте те илтĕнет. Сăлтавĕ мĕнре тетĕр-и? Çывăхри «Юрма» Агрохолдинг» ООО кайăк-кĕшĕк тислĕкне ялтан инçе мар вырнаçнă шăтăксене тăкни. «Пĕрне тултараççĕ те теприне тума пуçлаççĕ. Пиллĕкĕшĕ тулнă ĕнтĕ, халĕ улттăмĕшне ăсталаççĕ», – пĕр-пĕрне пÿле-пÿле тенĕ пекех чĕрисене ыраттарса калаçрĕç чĕркашсем.

Лару-тăру мĕн тери çивĕч пулнине ăнланмашкăн унта кайса курни вырăнлăрах пулĕ, мĕншĕн тесен хаçат урлă шăршăн «çивĕчлĕхне» те, симĕс шăнасем сĕрленине те, шел те, вулакансем патне çитерме май çук. Хамăр енчен çакна кăна калама пултаратпăр, чăн та, шăршă сăмсана çурать, кăмăла лĕклентерет, шăнасем вара вĕлле хурчĕн ройĕ пекех шавлаççĕ. Чĕркашсене, çавăн пекех юнашарти ассакассисене те пурăнма çăмăл мар, шăршăна пула пурнăç тамăка çаврăннă тейĕн: кантăксене уçса пÿлĕмсене уçăлтараймастăн, вăйлă çил чухне – пушшех те, ачасем ирĕклĕн уçăлса çÿреймеççĕ. Шăнана пула участокри пахча çимĕçе те, улма-çырлана та çиме шикленеççĕ кунта.

Лару-тăрăва мĕнле татса парĕç?

Чĕркаш çывăхĕнче мĕншĕн çакăн пек лару-тăру сиксе тухнă? Ăна мĕнле майпа пĕтерме планлаççĕ? Çак тата ытти ыйтăвăн хуравне эпир специалистсенчен ыйтрăмăр. Асăннă вырăнта «помето-
хранилище» тумашкăн «Юрма» Агрохолдинга» Лапсар ял тăрăхĕ 2015 çулта ирĕк панă иккен – çакна ял тăрăх пуçлăхĕ пĕлтерчĕ. Тислĕк шăтăкĕсене, чăн та, проектпа тунă, санитарипе хÿтĕлĕх зонине Чĕркашран 760 м, Ассакасси енче 690 м чакарнине палăртнă документсенче. Тавралăхра шăршă тăнине агрохолдинг администрацийĕнче хирĕçлемерĕç. Лару-тăрăва пĕтерме планлаççĕ-и-ха? Планлаççĕ. Мĕнле майпа? Кун пирки пире «Юрмара» çут çанталăка хÿтĕлессипе тимлекен инженер каласа пачĕ. Çĕнĕ технологипе усă курма палăртаççĕ. «Термофильлĕ бактерисене тислĕке хывса унăн çĕрес хăвăртлăхне пысăклатасшăн. Çавна май шăршă чакма тивĕç. Вĕсене кайăк-кĕшĕк тислĕкне ярса процеса пуçарса ямашкăн ятарлă техника кирлĕ, шăпах ăна турттарса килессе кĕтетпĕр халĕ», – ăнлантарчĕ специалист. Кунашкал çĕнĕлĕхпе кунта усă курман-ха, çĕршывра та ку технологие темиçе кайăк-кĕшĕк фабрики кăна «ас тивсе пăхнă» иккен. Енчен те эксперимент ăнăçлă иртсен ăна ытти каяш упрамăшĕнче те усă курĕç.

Специалист каласа панă тăрăх, шăнасене пĕтерес енĕпе те ĕçлеççĕ: тислĕк шăтăкĕсен çывăхĕнче шăнасене пĕтерекен вĕçен кайăксене явăçтарасси пирки орнитологсемпе калаçу пырать халĕ.

Паянхи кун тĕлне Чĕркашпа Ассакасси çыннисене çак хыпарсемпе «савăнтарма» пултаратпăр, малашне лару-тăру мĕнле аталаннине эпир сăнасах тăрăпăр.

Юрий АНДРЕЕВ,

Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн тĕп специалист эксперчĕ:

– «Юрма» Агрохолдинг» ООО пометохранилище тума ирĕк илнĕ, ятарлă проект та пур. Унта кунашкал объектсем çынсем пурăнакан вырăнтан мĕн чухлĕ вăрăмăшра вырнаçнине те асăннă. Закон ку виçене улăштарма ирĕк парать, çавăнпа та «Юрман» проектĕнче санитарипе хÿтĕлĕх зонине кирлĕ чухлĕ инçĕш таран пĕчĕклетме йышăннă. Çакна пула тислĕк шăтăкĕсем ялтан çывăхра вырнаçнă.

Шăршă пирки мĕн калама пулать-ха? Тĕрĕссипе, вăл санитари нормисемпе çирĕпленмен. Енчен те сывлăшри мĕнле хутăшсем шăршă кăларса тăнине пĕлес тесессĕн темиçе тĕрлĕ анализ тумалла, вĕсене ирттерме вара ансат мар – шучĕпе те, хакĕпе те.

ЛЮБОВЬ МАН

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости