Сĕтре, какайра – сиенлĕ япаласем

Аллергипе аптракан ачасене качака сĕтне ĕçме сĕнеççĕ. Анчах та çак шĕвекех аллергие аталантарма пултарнине те хирĕçлемеççĕ специалистсем. Чире яраканĕ – соматика клеткисем. Вĕсене сĕтре кăна мар, аш-какайра та тупаççĕ иккен. Çакăн çинчен тĕплĕнрех ăнлантарăр-ха…

Луиза ВАСИЛЬЕВА, Вăрманкас

Надежда Васильева, Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн ĕçченĕ:

– Чĕр чунсен организмĕнче, вĕсенчен хатĕрленĕ продукцире тата выльăх апатĕнче усă курма юраман сиенлĕ япаласен юлашкийĕсене палăртас тĕллевлĕ мониторинг ирттернĕ май пĕлтĕр ĕне сĕтĕнче соматика клеткисем тупса палăртнăччĕ.

Кăçал та виçĕ хуçалăхри (Шупашкар тата Хĕрлĕ Чутай районĕсенчи, çавăн пекех Чулхулари пĕр предприятин) ĕне сĕчĕ çак клеткăсемпе «пуяннине» лаборатори тĕпчевĕсем çирĕплетрĕç. Çакă, ахăртнех, маститпа çыхăннă. Асăннă амакпа аптăракан выльăхăн сĕчĕ çын вар-хырăмне те пăсма пултарать.

Кăçал лабораторире тĕрĕслеттернĕ какай пробисем те йĕркеллех мар. Сысна ашĕнче КМАФАнМ текен сиенлĕ микроорганизмсем, сальмонеллăсем, тетрациклин ушкăнне кĕртнĕ антибиотиксем тупса палăртнă (Красноармейски, Муркаш, Канаш, Çĕмĕрле районĕсенче).

Тавар пахалăхне япăх витĕм кÿрекен сăлтавсене уçăмлатма лаборатори тĕпчĕвĕсем иртеççĕ. Пахалăхсăр продукцие лавкка сентрисем çине ямаççĕ – ан пăшăрханăр.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости