Телей ачашĕпе ÿсмен…

Вăрçă!

Ял пушанса юлнă. Арçынсем пăч-пач кăна курăнкаланă — ватăсем те вĕтĕсем. Пĕтĕм ĕç хĕрарăмсем, стариксемпе ачасем çине тиеннĕ. Никам та эпĕ пултараймастăп, маншăн вăл йывăр пулать, манăн вăхăт çук тесе тăман, турткаланман. Аслă Çĕнтерĕве çывхартмашкăн салтаксемпе пĕрлех тылри вăрçă ачисемпе хĕрарăмсем сумлă тÿпе хывнă: ир пуçласа каçчен колхоз хирĕнче тар тăкнă, фронт валли апат-çимĕç, ăшă тумтир хатĕрлессишĕн тăрăшнă.

Хăй пурăннă чухне манăн кукамай Клавдия Ефимовна Кожевникова ачалăхĕ çинчен куççуль витĕр аса илетчĕ. Кукамай вăрçă пуçланнă çул 8 çулта пулнă. Вăл 80 çула çитиччен пурăнчĕ.

Иртнине аса илсе, вăл çапла каласа паратчĕ:

-Маншăн вăрçă — пурнăçри чи хăрушă тапхăр. Çемьере виç ача пулнă. Атте вăрçă хирĕнче. Килте çимелли те нимĕн те çук. Çуркунне анне çамрăк çăка çулçинчен те пашалу пĕçерсе çитеретчĕ. Юр кайнă-кайманах колхоз хирне юлнă çĕр улмисене пуçтарма тухнă. Çĕрĕкне хырса пăрахса крахмал çинĕ.

Темĕнле йывăр пулсан та ачасем çитĕннисене пулăшма тăрăшнă. Килĕсене те çĕрле çеç таврăннă, çинĕ-çименех çывăрса кайнă. Ирхине каллех колхоз ĕçне васканă. Вăрçă вăхăтĕнче выçăллă-тутăллă пурăннă, çапах та вăрра кайман, çын япалине тĕкĕнмен, ачалăха урамра выляса ирттермен. Хĕллехи вăхăтра хĕрачасем салтаксем валли алсиш-нуски çыхнă.

Пирĕн кукамайсем телей ачашĕпе ÿсмен… Ачаллах йывăр ĕçпе хуçăлса юлнă. Мăн кукаçи те вăрçа хирĕнчен таврăнайман, хыпарсăр çухалнă.

Кукамайăн сăмахĕсем халĕ те асăмра:

– Вăрçă вăхăтĕнчи пурнăçа никама та сунмастăп. Шел, аттесĕр ÿсрĕмĕр. Çапах та ята ямарăмăр. Аннене пысăк тав! Пире ура çине тăратрĕ. Ывăнтăм, ыратать тенине нихăçан та илтмен унран. Тăнăç пурнăçшăн, мирлĕ тÿпешĕн тăшмана парăнман халăх ĕмĕчĕ тулнах — çĕнтеру çитнĕ! Анчах ытла та хака ларнă-çке вăл — вăрçă хирĕнче вун-вун пин çын выртса юлнă, пин-пин ача хăйсен ашшĕсене урăх курайман… Вăрçă вăхăтĕнчи ачасем телей ачашĕпе ÿсеймен…

Ĕçе пурнăçлаканĕ: Иван Кириллов, 7-меш класс (14 султа),

Шупашкар районĕ, Çĕньял-Покровски шкулĕ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости