Тепĕр хĕлччен, йĕлтĕр!

Иртнĕ шăматкун йăлана кĕнĕ спортпа сывлăх кунĕпе тата Хĕле ăсатнипе палăрса юлчĕ. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансем, йĕлтĕрпе ярăнма кăмăллакансем кăçал юлашки хут
иртекен йĕлтĕр ăмăртăвне пухăнчĕç.

Ăмăрту эстафета пек иртрĕ. Чи малтанах старта шкул ачисем тухрĕç. 2 хĕрачапа 2 арçын ачаран тăракан командăсем мала тухассишĕн вăй виçрĕç. Яланхи пекех маттуррисен йышĕнче Янăш шкулĕнче вĕренекенсем пулчĕç, вĕсем малти вырăна вĕçертмерĕç. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсен хушшинче ытти вырăнсене çапла пайларĕç: Çатра-Лапсар тата Салапайкасси шкулĕсем 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсене йышăнчĕç. Вăтам пĕлÿ паракан шкулсенчен Чăрăшкасси шкулĕн вĕренекенĕсем пьедесталăн чи çÿллĕ картлашки çине хăпарса тăма тивĕçрĕç, Кÿкеçри 1-мĕш шкулпа лицей вĕренекенĕсем 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсене тивĕçрĕç.

Унтан ача садне çÿрекенсем старт илчĕç. Малтанах арçын ачасем йĕлтĕрпе ярăнса кайрĕç. Вĕсен 100 метр аяккарах тăракан хĕрачасем патне май пур таран маларах çитмеллеччĕ. Хĕрачасен çав дистанциех каялла тухмалла пулчĕ. Çапла улшăна-улшăна эстафетăра Тутаркассинчи «Золушка» ача садне çÿрекенсем çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçрĕç. Çатракассинчи «Дружба» ача сачĕн шăпăрланĕсем иккĕмĕш тухрĕç. «Пирĕн ачасем епле маттур!» – хаваслă кăмăл-туйăмне пытармарĕ ача сачĕн заведующийĕ Людмила Иванова. Вăл эстафета тăршшĕпех ачасене хавхалантарса тăчĕ, маттурсене мала тухма хистерĕ. «Ягодка» ача садне çÿрекенсем виççĕмĕш пулчĕç.

Йĕлтĕрпе ярăнма юратакансене райадминистраци пуçлăхĕ Георгий Егоров ăмăртура ăнăçу сунчĕ. Хĕвел çÿлерех хăпарса çитсе тавралăха хăйĕн ăшшине сапаланă вăхăтра старта райадминистраци уйрăмĕсен, ял тăрăх администрацийĕсен, предприятисемпе организацисен, ветерансен командисем тухрĕç. Райадминистраци пайĕсемпе управленийĕсен, ял тăрăх администраци командисен хушшинчи вырăнсем çапла пайланчĕç: Янăш ял тăрăх администрацийĕн команди 1-мĕш пулчĕ, райадминистрацин экономика пайĕн ĕçченĕсем 2-мĕш тухрĕç, ял хуçалăхпа экологи пайĕнче вăй хуракансем 3-мĕш пулчĕç. Предприятисемпе организацисен арçынсен командисенчен «Улăп» спортпа сывлăх центрĕнче вăй хуракансене çитекенни пулмарĕ. Хĕрарăмсен командисен хушшинче малти вырăнсене «Теплоэнергосети» ОООра, Янăш культура çуртĕнче, Тутаркасси ял тăрăх администрацийĕнче вăй хуракансем тивĕçрĕç. Ветерансен командисенчен чи маттуррисем вĕрентÿ тытăмĕнче, Шупашкар район больницинче тата «Теплоэнергосети» ООО-ра ĕçлекенсем пулчĕç. Пĕтĕмĕшле ушкăнра Янăш тата Лапсар ял тăрăхĕнчи йĕлтĕрçĕсем чи ăстисем пулни палăрчĕ. Çĕнтерÿçĕсене медальсемпе, кубоксемпе чысларĕç.

Сăмах май

Çак кунах Ачасемпе çамрăксен 2-мĕш спорт шкулĕнче Пĕтĕм Раççейри «Единая Россия» партин Чăваш Енри уйрăмĕн парнисене çĕнсе илессишĕн «Чăваш Ен, малалла!» йĕлтĕр ăмăртăвĕ иртнĕ. Унта партин хуласенчи тата районсенчи уйрăмĕсен командисем хутшăннă. Шупашкар районĕнчи уйрăм командин чысне Янăш ял тăрăх пуçлăхĕ Иван Грачев, райадминистрацин экономика пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Людмила Софронова, «Улăп» спортпа сывлăх центрĕн тренер-преподавателĕ Евгений Марунов хÿтĕленĕ. «Единая Россия» партин Шупашкар районĕнчи уйрăмĕн команди ăмăртура 1-мĕш вырăна тухнă.

ВЕРА ШУМИЛОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости