Тул çутипе фермăна васкать

Пенсире чухне те чун ĕçе туртать

Тутлă ыйха сирсе ирхи 4 сехетре ĕçе васкакансем чылайăн-ши пирĕн хушăра? Калама йывăр. «Атлашевский» СХК-ра дояркăра тимлекен Елена Иванова ир тăма тахçанах хăнăхнă, ĕç стажĕ унăн – 30 çул ытла. Пысăк опытлă ферма ĕçченĕ кил-хуçалăхри ĕçсене пуçтарса ир-ирех чĕлхесĕр янаварĕсем патне васкать – ĕнесене ирхи сăвăма хатĕрлет. Сĕтлĕ выльăх ĕрчетекен ял хуçалăх предприятийĕн тупăшĕ унран та килнине лайăх ăнланать, нумай çул тÿрĕ кăмăлпа тăрăшать.

Витене – пушмакпа

Паянхи кун «Атлашевский» СХК чи ăнăçлă ĕçлесе, аталанса пыракан хуçалăхсенчен пĕри. Техпаркра ретĕн-ретĕн ларакан хăватлă тракторсем паян тесен паян уй-хире тухма хатĕр, çамрăк специалистсене те, пысăк опытлисене те кунта тивĕçлĕ ĕç укçи илсе тăни хавхалантарать. Сĕтлĕ хура-ула тата герефорд ăратлă выльăх-чĕрлĕх ĕрчетеççĕ кунта – 800 пуç ĕне, вăкăр-пăру усраççĕ, вĕсен шутне ÿстерсех пыраççĕ, çулран-çул çĕнĕрен те çĕнĕ витесем хута яраççĕ.

Ĕç стажне Елена Иванова 1984 çулта Тури Макаçри фермăра пуçланă, тепĕр 3 çултан Тутаркасси фермине куçнă. Мĕн кăна курма тивмен ăна 20-30 çул каялла! Пĕтĕм ĕçе алăпа пурнăçлани, утă-улăма, сĕт флягисене çан-çурăм йĕп-йĕпе пуличчен, алă вĕççĕн сĕтĕрни халĕ тĕлĕкри евĕр туйăнать. Паян вара фермăри пур ĕçе те механизациленĕ. «Малтанхи пек атăпа çÿреместпĕр, спецовкăсемпе, пушмаксемпе тивĕçтереççĕ. Отпуск вăхăтĕнче кăмăл пулсан санаторире сывлăха çирĕплетме май пур, ĕç укçипе кăмăллă», – паянхи ĕç условийĕсем лайăх енне улшăнни курăнать доярка сăмахĕсенче.

Ĕне витинче 4-ăн тăрăшаççĕ – Елена Иванова, Таня Семенова, Лариса Ратке дояркăсем тата вĕсене кану кунĕсенче ылмаштаракан Ксения Николаева. Чăтăмлă, тÿсĕмлĕ ферма ĕçченĕсем, 200 ĕнене пăхса тăраççĕ. Ир-ирех ĕçе килекенскерсем сĕтлĕ выльăхсене хыркăчпа тасатаççĕ, çиллисене ятарлă шĕвекпе çăваççĕ. Ĕне сăвас технологие çирĕп пăхăнаççĕ хуçалăхра – экологи енчен таса тата пахалăхлă ял хуçалăх продукцийĕ сĕт-çу завочĕсене каять, вĕсенчен ачасене валли сĕт-турăх хатĕрлеççĕ.

Пĕрне – ачашласа, теприне – сасă хăпартса

Ирхи 4-ран тытăнса 9 сехет çурăччен ĕнесем патĕнче дояркăсем – выльăха урама кăларнă хыççăн киле çитсе каннă хыççăн кăнтăрла иртни 2 сехет çурăра – каллех ĕç вырăнĕнче. Эпир пынă вăхăтра Елена Ивановна ĕнесем выртса тăракан вырăна пăчкă кĕрпи сапатчĕ. Нумай та вăхăт иртмерĕ – тултан ĕнесене кĕртме тытăнчĕç. Доярка та унта васкарĕ. Тĕлĕнмелле, сĕтлĕ выльăх хăйĕн вырăнне пĕлсе çитнĕ – самантрах пĕр йĕркене вырнаçса тăчĕç! Вĕсене хăвăртах кăкарса тухрĕ опытлă доярка, кашнине валли вырăнлă сăмахсем тупрĕ.

Хăйсене юратса пăхнине туяççĕ-тĕр ĕнесем, сăвăма ÿстерсе савăнтараççĕ. Нумай пулмасть иртнĕ тĕрĕслев кăтартăвĕсемпе Елена Ивановна пăхакан ĕнесен йышĕнче чи нумай сĕт параканнине тупса палăртнă. «1 ĕне 39 литр сĕт пачĕ», – мăнаçлăх туйăмĕ сисĕнет унăн сăмахĕсенче. «Выльăх-чĕрлĕх тĕрлĕрен – пĕрне ачашласа илни, теприне хытăрах калани вырăнлă. Хăшĕ-пĕрне, харсăртараххисене – тăлласа та тăрататпăр», – паллаштарать ĕçĕ-хĕлĕпе опытлă доярка.

Фермăри ĕç-хĕл нихăçан та çăмăллисен йышĕнчен пулман, анчах та пенсие тухнă пулин те Елена Ивановна юратнă ĕçне пăрахма васкамасть-ха. «Килте ĕçсĕр ларсан хама хам ватăлнă пек туйма тытăнăп», – терĕ вăл хăйне кашни кун ĕçе васкатакан сăлтава палăртса.

АННА ФИЛИППОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости