Тăрăшакана Турă та пулăшать

«Старостăсен институчĕ – халăха тата муниципаллă влаçа пĕрлештерекен пай» проекта пурнăçланă май хаçат страницисенче ялсенчи тĕрлĕ старостăн ĕç-хĕлне çутатрăмăр. Чăнах та, районта тăрăшуллă çын сахал мар, анчах пултаруллисем старостăсем кăна мар, хăш-пĕр ялта общество ĕçĕсене хастар хутшăнакан, ĕçсем йĕркелесе ăна вĕçне-хĕрне çитерекен те пур. Сарапакасси ял тăрăхĕнчи Хурăнлăхра пурăнакан Палладий Степанович Портнов шăпах вĕсен йышĕнчен.

Темиçе çула тăсăлнă

Кăçал çулла Хурăнлăх ялĕнче шыв кĕртме пуçлани пирки «Тăван Ен» хаçатăн темиçе номерĕнче те хыпар тухнăччĕ. Ултă урама шыв кĕртме килĕшнĕ «Водоснабжение» ООО нумаях пулмасть ĕçсене вĕçленĕ, вĕсенче колонкăсем вырнаçтарнă. Калăпăшлă ĕçсем тунă хыççăн пурнăç çăмăлланнине чылайăшĕ хăй туйнă, халĕ малтанхи пек шыв илме темиçе метр инçĕшне утмалла мар-çке.

Хурăнлăхра ултă урама («Полевая», «Новая», «Березовая», «Центральная», «Молодежная», «Мостовая») шыв кĕртес ыйту тахçанах пуçланнă, унăн историйĕ темиçе çула тăсăлса кайнă. Çултан-çул Хурăнлăх сарăлма пуçланă, темиçе урам йĕркеленсен централизациленĕ шыв кĕртес ыйту тата та çивĕчленнĕ. Ялăн ĕлĕкхи урамĕсенче вара колонкăсем пулнă. Асăннă пысăк калăпăшлă ыйтăва Палладий Степанович хăй çине илнĕ. Çурт лартса 1999 çулта хуларан яла пурăнма куçса хăйĕн валли 32 м тарăнăш скважина чавни те лăпланма паман ăна.

– Ял çыннисене те шывлă тăвас килетчĕ. Хамăн хыççăн çак çуртра пурăнакан ачасен е мăнуксен пурнăçне те çăмăллатас терĕм, – шухăш-кăмăлне пĕлтерчĕ пире. Ыттисен ырлăхĕшĕн тăрăшни тÿрех сисĕнчĕ. Вăл каланă тăрăх, хăй вăхăтĕнче урамсене электрификацилес ыйтупа та нумай чупнă иккен. 2007 çулта вара шыв кĕртес ыйтупа çине тăрсах ĕçлеме тытăннă хастар, тĕрлĕ сăлтава пула çакăн евĕрлĕ «чупу» темиçе çула тăсăлса кайнă. Тăрăшсах проектпа ĕçленĕ, документ йÿнĕ пулманни каламасăрах паллă ĕнтĕ. Çакăн валли килĕрен укçа пухассине йĕркеленĕ, анчах кашниех хапăл туса йышăнман çак сĕнĕве: тÿрĕ кăмăллисем панă, ыттисем вара айккинче юлнă. Йывăрлăха пăхмасăр проекта пурнăçа кĕртнĕ. Ял тăрăх тата район администрацине çитнĕ, патшалăх влаç органĕсен представителĕсем патне кайнă… Чылай чухне укçа-тенкĕ çуккипе сăлтавланă, анчах пур пĕрех алă усман П.С. Портнов, мĕншĕн тесен çирĕп характерлăскер умне лартнă тĕллеве пурнăçлама хăнăхнă. Пĕлтĕр тинех Хурăнлăха ырă хыпар çитнĕ: ялта шыв кĕртессине «2014-2020 çулсенче Чăваш Республикинчи ялсене çине тăрса аталантарасси» тĕллевлĕ программăна кĕртнĕ, ун валли 2014 çулта укçа-тенкĕ уйăрмаллине палăртнă. Хурăнлăхри çĕнĕ урамсенче ĕçсем кăçал июль уйăхĕнче пуçланнă…

Хастар çинчен

Палладий Степанович пек хастарсем пулсан ял чăннипех те пурăнать-ха. Хăйĕн ĕмĕрĕн вун-вун çулне хулара трактор заводĕнче цех пуçлăхĕнче ĕçлесе ирттернĕскерĕн чунĕ ялах туртнă, Хурăнлăхра çĕр лаптăкĕ илсе кермен пек çурт хăпартса лартнă. Мăшăрĕпе иккĕшĕ те ĕçе тарават вĕсем. «Хур-кăвакал тытатпăр, пахча çимĕç туса илетпĕр, пенсире те канма çук», – кăшт кулкаласа хуравлать П.С. Портнов. Хурăнлăхра шыв кĕртнипе кăна çырлахасшăн мар-ха вăл, унăн умĕнче – çĕнĕ ĕмĕтсем, анчах вĕсем пирки хальлĕхе шарламарĕ. Мĕнех вăхăт çитсен, тен, вĕсен çинчен эпир те пĕлĕпĕр.

Сăмах май

Хурăнлăхра шыв кĕртмешкĕн федераци бюджетĕнчен 5 млн тенкĕ ытла, республика бюджетĕнчен 5 млн тенке яхăн, район бюджетĕнчен 300 пин тенке яхăн укçа уйăрнă.

ЛЮБОВЬ ГОРОДИЩЕНСКАЯ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости