Тăхăр Тăрăн таврашĕнче

Çак кунсем интереслĕ спорт мероприятийĕсемпе асра юлчĕç. Чăрăшкасси, Вăрманкас Тăрăн тата Лепетер ялĕсенчи хĕрарăмсен командисем волейболла вылярĕç. Вăйă çав тери хĕрÿ тупăшура иртрĕ. Мечĕк пуç тăрринче ташлать тейĕн! Вăрманкассемпе лепетерсем пĕр-пĕрин хушшинче иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç. Чăрăшкассисем çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçрĕç. Маттур хĕрарăмсем алла тивĕçлĕ професси илсе пурнăç çулĕ çине тухнă, хамăр çĕр çинчех çемье çавăрса хунавланнă. Татьяна Астраханцевăпа Наталья Костина – медицина ĕçченĕсем, вĕсен йăмăкĕ Алина Васильева – пĕчĕк ача амăшĕ, Елена Кузьмина Ишлей райповĕн магазинĕн заведующийĕ, Венера Спиридонова – воспитатель, Галина Павлова – вĕрентекен, Альбина Филиппова – физкультура учителĕ, Лина Семенова – ялти лавкка сутуçи, Светлана Плетос – тирпейлÿçĕсен ĕçне йĕркелекенĕ, Наталья Иванова – строитель. Вĕсене пурне те спортпа туслă пулни, пĕр шухăш-тĕллевпе пурăнни пĕр чăмăра пĕтĕçтерет. Тăрăнсемшĕн уяв çакăнпах вĕçленмерĕ-ха. Тепĕр кунне Ишекри вăтам шкулта волейбол турнирĕ малалла тăсăлчĕ. Вăрманкас-Тăрăнта, Лепетер ялĕсенче пурăнакансен пĕрлехи команди унта хутшăнса пысăк хастарлăхпа палăрчĕ.

Антонина Ефимова, тăрăн

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости