Тĕ­тĕм-­сĕ­рĕм йă­сăр­ла­нать…

пал­лă мар çын­сем Ил­пеш свал­ки­не чĕрт­се янă

Ию­лĕн 27-­мĕ­шĕн­чен ты­тăн­са Çĕньял ял тă­рă­хĕн­че чрез­вы­чай­лă ла­ру-­тă­ру тă­рать. Пĕр кун ма­ла­рах ра­йон­ти пĕр­ле­хи де­жур­нăй дис­пет­чер служ­би­не Ил­пеш свал­ки çун­ни­не, çы­вăх­ри ял­сем тĕ­тĕм ай­не пул­ни­не пĕл­тер­се шăн­кă­рав пул­нă. Çак ла­ру-­тă­рă­ва со­циал­лă сеть­сен­че те ак­тив­лă сÿт­се яваç­çĕ. Ра­йад­ми­нист­ра­цин ял ху­çа­лăхĕпе эко­ло­ги па­йĕн пуç­лă­хĕ Сер­гей Ва­нюш­кин пĕл­тер­нĕ тă­рăх, Ил­пеш свал­ки пĕр­ре­мĕш хут кă­на çун­масть, 2010 çул­та ун­та вăй­лă вут-­çу­лăм ал­хас­нă, пĕл­тĕр те вăл 2 кун хуш­ши йă­сăр­лан­нă. Офи­циал­лă мар вер­си­пе, пу­шар пал­лă мар çын­сем свал­кă­на ятар­ла­са тиверт­се яни­пе тух­нă.

5 га яхăн йы­шă­на­кан Ил­пеш свал­кин пĕр­ре виç­çĕ­мĕш па­йĕ вут-­çу­лăм­па тĕ­тĕм айĕн­че пул­ни пал­лă. Ра­йад­ми­нист­ра­ци пуç­лă­хĕн ти­вĕ­çĕ­се­не пур­нăç­ла­кан В­ла­ди­мир Ди­мит­риев чрез­вы­чай­лă ла­ру-­тă­ру­па вы­рă­на çит­се пал­лаш­нă.  Юн­кун­па кĕç­нер­ни­кун ку­нĕ­пех пу­ша­ра сÿн­те­рес­си­пе та­та çĕ­ре су­ха­ла­са çав­рă­нас­си­пе 7 тех­ни­ка кĕ­реш­нĕ. Çын­сем те хас­тар­лăх кă­тарт­нă – ра­йад­ми­нист­ра­ци ĕç­че­нĕ­сем, Çĕньял ял тă­рă­хĕн­чи хăй­сен ирĕк­кĕн йĕр­ке­лен­нĕ пу­шар дру­жи­нин чле­нĕ­сем пу­ша­ра сÿн­тер­нĕ çĕр­те тим­ле­нĕ. Вĕ­сем çу­лă­ма са­рăл­ма па­рас мар те­се вăй ху­нă, элект­ри­чест­во юпи­се­не çун­са сиен­лен­се юрăх­сă­ра ту­хас­ран шыв­па сир­пĕт­нĕ, йĕ­ри-­тав­ра­ри çĕ­ре чав­са тух­нă. Çак ĕç­се­не пур­нăç­ла­ма вă­хăт­лăх элект­ри­чест­вă­на та чар­са ларт­ма тив­нĕ.

Паян­хи ку­на пу­ша­ра сÿн­те­рес­си­пе ĕç­сем ма­лал­ла тă­сă­лаç­çĕ, çу­на­кан вы­рăн­сем пат­не çы­вă­ха пы­ма йы­вăр­ри ура ху­рать. Çак ый­тă­ва ра­йад­ми­нист­ра­ци тĕ­рĕс­ле­се тă­рать.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости