Тĕллев – тивĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласси

Иртнĕ шăмат кун К. Иванов ячĕллĕ Чăваш драма театрĕнче Раççей тата Чăваш пичечĕн кунĕсене халалланă савăнăçлă мероприяти иртрĕ. Паллă кун тĕлне театрта хула-район массăллă информаци хатĕрĕсен, ИТ-отраслĕпе полиграфи предприятийĕсен экспозици куравĕсене йĕркеленĕ.

Уяв Республика Пуçлăхĕн саламĕпе пуçланчĕ. Журналистсемпе полиграфи ĕçченĕсен обществăри пĕлтерĕшĕпе вырăнне палăртса «хăйсен професси тивĕçне улăштармасăр пурнăçлакан журналистсене» тав тунă май Михаил Игнатьев халăх пурнăçĕ, унăн малашлăхĕ шăпах массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсем хăйсен тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа тата яваплăхпа пурнăçланинчен килнине каларĕ. «Укçапа виçме май çук япаласем те пур. Ку вăл – Тăван çĕршыва, çумри çынсене юратни, совеç, тÿрĕ кăмăллăх, кăмăл-сипет никĕсĕ. Çак пахалăха чылай журналист хăйĕнче упранишĕн чăннипех те савăнатăп»,– терĕ Пуçлăх.

Иртнĕ çул пĕтĕмлетĕвĕсемпе ЧР Министрсен Кабинечĕн председателĕн çумĕ – ЧР инфомаци политикипе массăллă коммуникаци хатĕрĕсен министрĕ Александр Иванов паллаштарчĕ. Вăл 2014 çул республикăшăн паха çитĕнÿсемпе палăрнине пĕлтерчĕ. Регионри телекурав тата пичет кăларăмĕсем сумлă конкурссенче çĕнтернĕ, «Чăваш журналистикипе пичечĕн энциклопедийĕ» кун çути курчĕ, 10 пичет кăларăмĕ «Прессăн ылтăн фончĕ – 2015» хисеплĕ уйрăм палла тивĕçрĕ. Вĕсен йышĕнче – «Тăван Ен» хаçат редакцийĕ те. Журналистсен ĕçне Александр Степанович чăваш граждан обществин йĕркеленĕвĕн тĕп инструменчĕпе танлаштарчĕ. «Сирĕн ĕçĕре пула республика çыннисем влаçпа çыхăнса тăраççĕ, чи çивĕч ыйтусен хуравне тупаççĕ», – терĕ вăл.

ЧР «Единая Россия» партин регионри уйрăмĕн секретарĕ – ЧР Патшалăх Канашĕн патшалăх строительстви, хăй тытăмлăх енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Николай Малов уяв хуçисене саламласа Патшалăх Канашĕн, политика партийĕн наградисене пачĕ. Массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçне хакласа патшалăх наградисемпе чысланă чухнехи хумхануллă самантсем уяв тăршшĕпе ылмашăнсах тăчĕç. Малта пыракан журналистсене ЧР Информаци политики тата массăллă коммуникаци хатĕрĕсен министерствин Тав хучĕсемпе, Хисеп грамотисемпе чысларĕç. Сцена çине «Тăван Ен» хаçат редакцийĕн представителĕсем те тухрĕç. Ку хисепе тĕп редактор çумĕ Виктория Вышинская тата пай редакторĕ Любовь Семенова тивĕçрĕç.

2014 çул район хаçачĕн редакцийĕшĕн чылай пĕлтерĕшлĕ самантпа асра юлчĕ. 2012 çул вĕçĕнче редакци тилхепине Татьяна Вашуркина журналист алла тытрĕ. 2013 çулта та, пĕлтĕр те «Тăван Ен» социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсене пурнăçа кĕртме грантсем çĕнсе илчĕ, çакă редакцие вăхăтпа пĕр тан утакан компьютерсемпе, оргтехникăпа пуянланма май пачĕ. Хаçат коллективĕ тĕрлĕ ведомство ĕç-хĕлне лайăх çутатнăшăн темиçе конкурсра çĕнтерчĕ. Тĕнчери професси куравĕн «Прессăн ылтăн фончĕ» палла та виççĕмĕш çул ĕнтĕ хăйĕнчен вĕçертмест. Юлашки çул хаçат хакĕ ÿсрĕ пулин те, вулакансен тĕревне туйса, тиража сыхласа хăварма кăна мар, ÿстерме те май килчĕ. Пулăмсене туллин, объективлă çутатас тивĕçе журналистсем малашне те тÿрĕ кăмăлпах пурнăçласа тăрĕç. Вĕсен ĕçне палăртни профессионализма ÿстерме хавхалантарать те.

Таисия Кротова

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости