Тĕлĕнтерĕр, парне выляса илĕр!

Кĕркунне – тĕлĕнмелле асамлă тапхăр: пĕтĕм тавралăх – ура айĕнчи сукмакран пуçласа йывăçсем таран – хĕрлĕ-сарă тĕслĕ ылтăн кавирпе витĕнет, хĕм сапать пилеш, çулçăсене сире-сире шлепкине кăларать кăмпа… Кĕр асамĕсем çакăнпа кăна вĕçленмеççĕ-ха. Акă редакцие вĕсене сăнлакан ĕçсем те çитме тытăнчĕç: пĕрин пахчинчи çĕр улми шăши пекех йĕкĕр куçлă, вăрăм хÿреллĕ, тепри ăна ятарласа тенĕ пек чĕре евĕрлĕ çитĕнтернĕ. Конкурс йĕркелес шухăш вара ăнсăртран çуралмарĕ. Вулакан сĕнĕвне асăрхамасăр пултараймарăмăр. Ятне те унăн тĕллевне курах суйларăмăр: «Кĕркунне асамĕ». Хаклăр, сăнăр ентешсен тимлĕхне!

Çут çанталăк асамне асăрхама пултарнă, ăна сăнлакан чи ăнăçлă сăн ÿкерчĕк авторне парнепе хавхалантарăпăр. Конкурс пĕтĕмлетĕвне ноябрьте пĕлтерĕпĕр. Сăн ÿкерчĕксене çак адреспа ярса пама пултаратăр: tavan-en21@yandex.ru.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости