Улттăн пулнă вĕсем…

Спорта юратакансем ентеш ятне асра тытаççĕ

Оборонăпа массăллă ĕç тата спорт уйăхлăхĕн шайĕнчи юлашки мероприяти вырсарникун Кÿкеçри «Олимпийский» стадионра йĕлтĕрçĕсене пуçтарчĕ. Афган вăрçинче пуç хунă Александр Сорокин ас тăвăмне халалласа кунта тăваттăмĕш хут йĕлтĕрпе чупассипе ăмăрту иртрĕ.

Шупашкар районĕнчен Афган вăрçине тухса кайнă 100 ытла яшран улттăшĕ каялла таврăнайман. Унтанпа виçĕ теçетке çул та иртнĕ, анчах та район çыннисем хăйсен паттăрĕсене асра тытаççĕ.

Спорта юратакансене тата паттăр ентеш ятне асра тытакансене старт умĕн ЧР информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов, ЧР ачасен прависемпе уполномоченнăй Вячеслав Рафинов, Шупашкар район пуçлăхĕ Андрей Николаев, райадминистраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Зоя Маслова, Шупашкар тата Сĕнтĕрвăрри районĕсен çар комиссарĕ Александр Кочуров, Афган вăрçин ветеранĕсен районти канашĕн председателĕ Анатолий Сергеев тата Çурçĕр Кавказри хирĕçтăру ветеранĕсен пĕрлешĕвĕн районти ертÿçи Николай Алексеев хавхалантарса сăмах илчĕç. «Паян эпир Тăван çĕршыва хÿтĕлесе паттăррăн пуçĕсене хунă çамрăк яшсен ячĕсене асра тытса ăмăрту ирттеретпĕр. Яланах малта пыракан çакăн пек çамрăксенче пирĕн пуласлăх. Сирĕн те çар ретне тăма вăхăт çитĕ. Çакна валли вара паянах хатĕрленмелле», – терĕ Александр Степанович шкул ачисене пурнăçра, спортра хастар пулма чĕнсе каланă май. Çак кун вĕсем тата вырăнти хăй тытăмлăх управленийĕсен органĕсен ĕçченĕсемпе, учрежденисемпе организаци ертÿçисемпе йĕлтĕрпе чупас енĕпе ГТО тест-тĕрĕслевне тухрĕç.

Ăмăрту Афганистанри тата Çурçĕр Кавказри ăмăртусене хутшăннă ветерансен VIP-чупăвĕпе пуçланчĕ. Унтан ирĕклĕ стиль ярăнăвĕпе вăй виçме 2004 çултан кĕçĕнреххисем, 2002-2003, 2000-2001, 1998-1999 çулсенче çуралнисем старта тăчĕç. Çулсене кура йĕркеленĕ ушкăнсенче арçынсеме хĕрарăмсем 2 е 3 км дистанцисенче ăмăртрĕç.

Çакăн пек хĕрÿ ăмăртусем хыççăн вăй-хал кĕнине туяççĕ спортсменсем, финиша çитсен вара «иккĕмĕш сывлăш» çавăрса яраççĕ те халь тесен халь вăрман тавралла тепĕр çавра тума хатĕр. Трасса тÿсет. Хĕллен çак тапхăрĕнче кăна, юр ларнăранпа, мĕн чухлĕ йĕлтĕрçе хатĕрлемен-тĕр вăл! Кÿкеçри 1-мĕш шкулăн 9-мĕш «а» класĕнче вĕренекен Владимир Александрова акă спортăн çак тĕсĕпе туслаштарма ашшĕ-амăшĕ темиçе çул каяллах йĕлтĕр туянса панă – хакĕ йÿнех мар. Каччă ăна тÿрре кăларнă та ĕнтĕ. Çак ăмăртура вăл хăйĕн çулĕсенчи ушкăнра финиша чи малтан çитрĕ. Амăшĕ ывăлне термоспа илсе килнĕ вĕри чейпе кĕтсе илчĕ.

Сёмах май

Александр Сорокин Шупашкар районĕнчи Çатракасси ялĕнче 1964 çулхи апрелĕн 15-мĕшĕнче çуралнă. 1982 çулхи май уйăхĕн 9-мĕшĕнче районти çар комиссариатĕнчен хĕсмете илсе кайнă. Афганистанра çар тивĕçне БМП наводчик-операторĕнче пурнăçланă. Сывлăш-десант çарĕсен спецназĕпе пĕрле хирĕç тăракан енĕн тылĕнчи сахал мар операцие хутшăннă. Юлташĕсене хыçалтан хÿтĕлесе пынă чухне засадăна лексен 19 çулти салтака вилмеллех амантнă.

ТАТЬЯНА МАЙОРОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости