Нумай хваттерлĕ çуртсене юсассипе çыхăннă республика программи малалла пурнăçланать, çавна май çулсерен республикипе çĕр-çĕр çурт, вĕсенчи пурлăх çĕнелет. Кăçал Шупашкар районĕнчи çакнашкал 27 çуртра капиталлă юсав ирттермелле.
Районта çуртсене капиталлă юсама пуçланă, хăшĕ-пĕринче апрель, май уйăхĕнчех, чылайăшĕнче хальхи вăхăтра хĕрÿ ĕçсем пыраççĕ. Паянхи кун тĕлне 10 çурта ятарлă комисси йышăннă ĕнтĕ.
Мĕнле-мĕнле ĕçсем пурнăçлаççĕ-ха? Чылай çĕрте çурт тăррине улăштараççĕ, вĕри, сивĕ шыв, канализаци тытăмне, электричествăна, ăшă пăрăхĕсене çĕнетеççĕ. Эрне каялла Кÿкеçри «30 лет Победы» урамри 1В çуртăн тăррине сĕвсе пăрахнă та урăххине сарма пуçланă. Тăватă çынран тăракан бригада ĕçсене çитес вăхăтрах вĕçлеме планлать. «Çурт тăррине улăштаратпăр, вентиляци тытăмне çĕнететпĕр», – лару-тăрупа паллаштарчĕ ĕçсене тимлесе пыракан Николай Прокопьев. Ыран-паян бригада çак урамри 1Г çурт çине куçмалла.
Кунта пурăнакансем каласа панă тăрăх, çурт тăрри чĕр нуша кăтартнă вĕсене, хĕлле-çуркунне хваттерсене шăпăртатса шыв юхнă тесен те йăнăш мар, пĕрремĕш хута çитиех-мĕн. Пĕрисем каланă тăрăх, тăрăна икĕ çул каялла кăна улăштарнă, теприсем вара ăна нихăçан та çĕнетменнине ĕнентерчĕç. «Çурт тăррине юсани питĕ лайăх, текех юхса тарăхтармĕ», – хаш сывласа пĕлтерчĕç чи çÿлте, иккĕмĕш хутра, пурăнакансем. Специалистсем пĕлтернĕ тăрăх, ку тăрă сахалтан та 15 çула чăтмалла, çынсем хăпарса таптаса çÿремесен паллах. Вĕсем хĕлле-çуркунне пÿрт тăррине хăпарса хытса ларнă пăра, юра пуртăпа катса антарнă-мĕн, çавна май çурт тăррине чылай сиенлетнĕ – уççăн пĕлтерчĕ кунта ĕçлекенсенчен пĕри. Специалистсен шухăшĕпе вара кунашкал тума пачах та юрамасть.
Капиталлă юсав фондĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, районта августăн 8-мĕшĕ тĕлне пĕтĕм çуртра юсав ĕçĕсене вĕçлемелле. Аса илтеретпĕр, кăçал çак çуртсене капиталлă юсаççĕ: Кÿкеçри «30 лет Победы» урамри 1Г, 1В, «Первомайская» урамри 20-мĕш, 4-мĕш, «Садовая» урамри 2-мĕш, «Советская» урамри 61-мĕш, 67-мĕш, 74-мĕш, 76-мĕш, 84-мĕш, К. Маркс урамĕнчи 110-мĕш, «Геологическая» урамри 4-мĕш, «Шоссейная» урамри 2-мĕш, «50 лет СССР» урамри 41-мĕш, Çĕктерти «Волжские зори» урамри 15 Б-мĕш, Чăрăшкассинчи «11 Пятилетки» урамри 5-мĕш, 6-мĕш, Çĕнĕ Тутаркассинчи «Набережная» урамри 7-мĕш, 9-мĕш, 13-мĕш, 25-мĕш, «70 лет Октября» урамри 4-мĕш, 8-мĕш, 10-мĕш, 16-мĕш, Çĕньялти «Центральная» урамри 2-мĕш, 29-мĕш çуртсенче.
ЛЮБОВЬ МАН