Уп­ра­сан ну­май­лă­ха чă­тать

Ну­май хват­тер­лĕ çурт­се­не юсас­си­пе çы­хăн­нă рес­пуб­ли­ка прог­рам­ми ма­лал­ла пур­нăç­ла­нать, çав­на май çул­се­рен рес­пуб­ли­ки­пе çĕр-­çĕр çурт, вĕ­сен­чи пур­лăх çĕ­не­лет. Кă­çал Шу­паш­кар ра­йо­нĕн­чи çак­наш­кал 27 çурт­ра ка­пи­тал­лă юсав ирт­тер­мел­ле.

Ра­йон­та çурт­се­не ка­пи­тал­лă юса­ма пуç­ла­нă, хă­шĕ-­пĕ­рин­че ап­рель, май уйă­хĕн­чех, чы­ла­йă­шĕн­че халь­хи вă­хăт­ра хĕ­рÿ ĕç­сем пы­раç­çĕ. Паян­хи кун тĕл­не 10 çур­та ятар­лă ко­мис­си йы­шăн­нă ĕн­тĕ.

Мĕн­ле-­мĕн­ле ĕç­сем пур­нăç­лаç­çĕ-­ха? Чы­лай çĕр­те çурт тăр­ри­не улăш­та­раç­çĕ, вĕ­ри, си­вĕ шыв, ка­на­ли­за­ци ты­тăм­не, элек­три­чест­вă­на, ăшă пă­рă­хĕ­се­не çĕ­не­теç­çĕ. Эр­не каял­ла Кÿ­кеç­ри «30 лет По­бе­ды» урам­ри 1В çур­тăн тăр­ри­не сĕв­се пă­рах­нă та урăх­хи­не сар­ма пуç­ла­нă. Тă­ва­тă çын­ран тă­ра­кан бри­га­да ĕç­се­не çи­тес вă­хăт­рах вĕç­ле­ме план­лать. «Çурт тăр­ри­не улăш­та­рат­пăр, вен­ти­ля­ци ты­тăм­не çĕ­не­тет­пĕр», – ла­ру-­тă­ру­па пал­лаш­тар­чĕ ĕç­се­не тим­ле­се пы­ра­кан Ни­ко­лай Про­копьев. Ыран-­паян бри­га­да çак урам­ри 1Г çурт çи­не  куç­мал­ла.

Кун­та пу­рă­на­кан­сем ка­ла­са па­нă тă­рăх, çурт тăр­ри чĕр ну­ша кă­тарт­нă вĕ­се­не, хĕл­ле-­çур­кун­не хват­тер­се­не шă­пăр­тат­са шыв юх­нă те­сен те йă­нăш мар, пĕр­ре­мĕш ху­та çи­тиех-­мĕн. Пĕ­ри­сем ка­ла­нă тă­рăх, тă­рă­на икĕ çул каял­ла кă­на улăш­тар­нă, теп­ри­сем ва­ра ăна ни­хă­çан та çĕ­нет­мен­ни­не ĕнен­тер­чĕç. «Çурт тăр­ри­не юса­ни пи­тĕ ла­йăх, те­кех юх­са та­рăх­тар­мĕ», – хаш сыв­ла­са пĕл­тер­чĕç чи çÿл­те, ик­кĕ­мĕш хут­ра, пу­рă­на­кан­сем. Спе­циа­лист­сем пĕл­тер­нĕ тă­рăх, ку  тă­рă са­хал­тан та 15 çу­ла чăт­мал­ла, çын­сем хă­пар­са тап­та­са çÿ­ре­ме­сен пал­лах.  Вĕ­сем хĕл­ле-­çур­кун­не пÿрт тăр­ри­не хă­пар­са хыт­са лар­нă пă­ра, юра пур­тă­па кат­са ан­тар­нă-­мĕн, çав­на май çурт тăр­ри­не чы­лай сиен­лет­нĕ – уç­çăн пĕл­тер­чĕ кун­та ĕç­ле­кен­сен­чен пĕ­ри. Спе­циа­лист­сен шу­хă­шĕ­пе ва­ра ку­наш­кал ту­ма па­чах та юра­масть.

Ка­пи­тал­лă юсав фон­дĕн­чен пĕл­тер­нĕ тă­рăх, ра­йон­та ав­гус­тăн 8-­мĕ­шĕ тĕл­не пĕ­тĕм çурт­ра юсав ĕçĕ­се­не вĕç­ле­мел­ле. Аса ил­те­рет­пĕр, кă­çал çак çурт­се­не ка­пи­тал­лă юсаç­çĕ: Кÿ­кеç­ри «30 лет По­бе­ды» урам­ри 1Г, 1В, «Пер­во­майс­кая» урам­ри 20-­мĕш, 4-­мĕш, «Са­до­вая» урам­ри 2-­мĕш, «Советс­кая» урам­ри 61-­мĕш, 67-­мĕш, 74-­мĕш, 76-­мĕш, 84-­мĕш, К. Марк­с ура­мĕн­чи 110-­мĕш, «Гео­ло­ги­чес­кая» урам­ри 4-­мĕш, «Шос­сей­ная» урам­ри 2-­мĕш, «50 лет СССР» урам­ри 41-­мĕш, Çĕк­тер­ти «Волжс­кие зо­ри» урам­ри 15 Б-­мĕш, Чă­рăш­кас­син­чи «11 Пя­ти­лет­ки» урам­ри 5-­мĕш, 6-­мĕш, Çĕ­нĕ Ту­тар­кас­син­чи «На­бе­реж­ная» урам­ри 7-­мĕш, 9-­мĕш, 13-­мĕш, 25-­мĕш, «70 лет Ок­тяб­ря» урам­ри 4-­мĕш, 8-­мĕш, 10-­мĕш,  16-­мĕш, Çĕньял­ти «Цент­раль­ная» урам­ри 2-­мĕш, 29-­мĕш çурт­сен­че.

 ЛЮ­БОВЬ МАН

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости