Урок – ăнăçлă практика

Учитель… Кашни ача пурнӑҫĕнчи шанчӑк паракан, малашлӑха ĕнентерекен ҫын. Шӑпах учитель мĕн пĕчĕкренех ырӑ кӑмӑллӑ пулма, ырӑ ĕҫсем тума, хамăра сӑпайлӑ тытма вĕрентет. Вăл иккĕмĕш анне пекех.

Ҫак уява кашни ҫул, кашни шкулта ирттереҫҫĕ. Чӑрӑшкасси шкул ачисем учительсем шкула ҫитиччен вĕсене чечек çыххисемпе кĕтсе илнĕ. Вĕрентекен кĕрсенех пурте харӑссӑн, хыттӑн саламланӑ ӑна. Кăçал та шкул линейки умĕнче ачасем юратнӑ вĕрентекенсене сӑвӑсем каласа, юрӑсем юрласа тата ташласа савӑнтарчĕҫ. Шкулти йӑла-йĕркепе, ҫак кун уроксене учительсем ирттермерĕҫ. Аслӑ класри шкул ачисем кĕҫĕнрех класс ачисене ӑс пама хăтланса пăхрĕç. Паллах, учитель-дублерсемшĕн ҫак кун питĕ пӑлхавлӑ тата яваплӑ пулчĕ. 20-шер минута тăсăлнă уроксен хушшинче дублерсем учительсен вырӑнĕнче хӑйсене аван кӑтартма пултарчĕҫ. Тен, такам малашлӑхра учитель профессине суйласшӑн – ҫак мероприяти вĕсемшĕн практика евĕр те пулчĕ.

Ксения Родионова, Чӑрӑшкасси шкулĕ.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости