Усал хыпар

АПАТ–ÇИМĔÇ, САВĂТ. «Çыннăнне ан хапсăн», – текен каларăша хăшĕ-пĕри ним вырăнне те хумасть ахăр. Акă Карачура çывăхĕнчи коллективлă садри пĕр дача участокĕнчи мунчана çĕмĕрсе кĕрсе унтан савăтсем вăрласа тухнă. Вăрра тытма та ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Йĕрке хуралçисем уголовнăй ĕç пуçарма пултараççĕ.

Çав коллективлă садрах вăрланă тепĕр тĕслĕхе те çирĕплетнĕ полицейскисем, кукăр алăллă çын дача çурчĕн кантăкне çĕмĕрсе кĕрсе унтан апат-çимĕç вăрласа тухнă. Çавна май хуçине 200 тенкĕ сăтăр кÿнĕ. РФ Уголовнăй Кодексĕн 158 статйипе (2 п.) ĕç пуçарнă.

ПАРĂМ ИЛНĔ ТЕ… Пĕрисем вак-тĕвек япаласем сĕтĕреççĕ, теприсем вара миллионĕпе укçа вăрлаççĕ. Хулара пурăнакан П. пĕлĕшĕнчен 1 млн тенкĕ укçа кивçен илнĕ, çакна договор тусах çирĕплетнĕ, унпа килĕшÿллĕн хĕрарăмăн октябрĕн 20-мĕшĕччен парăмне тавăрса памалла пулнă, анчах вăл хăйĕн сăмахне тытман, укçапа пĕрле хăй те çухалнă. Ку – хĕрарăм тунă пĕртен-пĕр япăх пулăм мар иккен, çакăн пек сценарипех вăл тепĕр пĕлĕшĕнчен те укçа ыйтнă, хальхинче – 3 хут нумайрах. Вăл та хĕрарăма шанса асăннă суммăна иккĕленмесĕрех панă. Калаçса татăлнине договорпа çирĕплетнĕ пулин те этемлĕхĕн черчен çуррин представителĕ ку хутĕнче те сăмахне тытманни паллă – асăннă сумма та, парăмçăран хыпар та çук. Çакна пула РФ УКĕн 159 статйин 3, 4 пункчĕсемпе уголовнă ĕç пуçарнă.

ЭРЕХЕ ПУЛА. Çак хаяр шĕвеке пула тепĕр çыннăн пурнăçĕ татăлчĕ. Нумаях пулмасть Ишлейри пĕр çуртăн подъездĕнче 31 çулти арçыннăн виллине тупнă. Пурнăçран мĕнле майпа уйрăлса кайнă тетĕр-и? Специалистсем палăртнă тăрăх, ăна мăшкăлласа вĕлернĕ паллăсем çук, вăл эрехпе наркăмăшланнă иккен. Арçын хăйĕн пурнăçĕнче эрех-сăрапа айкашнине пĕлтереççĕ пĕлĕшĕсем.

ТИНЕХ ТУПНĂ. Ĕç-пуç октябрь уйăхĕнче пулса иртнĕ, икĕ çамрăк калаçса татăлса Шорккари пĕр гаража кĕрсе унтан вăрласа тухнă мотоцикл çине ларса вĕçтернĕ. Хуçине сиен кÿнĕ хак 15 пин тенкĕпе танлашнă. Йĕрке хуралçисем вăрăсен йĕрĕ çине тухнă, чăнах та усал ĕçе вĕсемех тунă иккен. Халĕ РФ Уголовнăй кодексĕн 158 статйипе (2 п.) ĕç пуçарнă, мотоцикла вара вĕсенчен туртса илнĕ, кĕçех вăл хуçи патне таврăнĕ.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости