Уяв ирттересси – пĕрле вăй хурасси

Шупашкар районĕнче кăçал Акатуй Вăрман-Çĕктер ял тăрăхĕнчи Станъял ялĕнче иртесси паллă. Çак мероприятие тĕплĕн хатĕрленес тĕллевпе йĕркелÿ комитечĕ мартăн 31-мĕшĕнче Вăрман-Çĕктерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта пуху ирттерчĕ.

Пухăва Шупашкар район администраци пуçлăхĕ Георгий Егоров, ЧНК пайташĕ Эдуард Бахмисов, Виталий Станъял профессорпа Леонид Фадеев поэт хутшăнчĕç. Ял тăрăх пуçлăхĕ Николай Хорасев уява хатĕрленессипе çыхăннă ĕçсемпе паллаштарчĕ. Ларура ял тăрăхĕсен 16 депутачĕпе старостăсен сĕнĕвĕсене те итлерĕç. «Вăрман-Çĕктер ял тăрăхĕ социаллă экономика ăмăртăвĕнче ытти ял тăрăхĕсем хушшинче 1-мĕш вырăна тухса 10 млн тенкĕ çĕнсе илчĕ. Пĕлтĕр декабрĕн 31-мĕшĕнче 2015 çулхи Акатуя пирĕн тăрăхра ирттересси çинчен йышăну тухрĕ», – пĕлтерчĕ Николай Хорасев.

Георгий Егоров 2012 çултанпа ял тăрăхĕсене пулăшу кÿме тĕрлĕ енпе палăрнă çĕнтерÿçĕсене Акатуй уявне ирттерме укçа уйăрса парассине вăя кĕртнине каларĕ. Ку укçана ял тăрăхĕсем хăтлăх кÿрессипе усă кураççĕ. 2013 çулта Çĕнĕ Тутаркассинче çакнашкал уяв умĕн юсав ĕçĕсем ирттернĕччĕ, пĕлтĕр – Çĕньялта. 40 кăтартусемпе хаклаççĕ ял тăрăхĕсене: бюджета налог илсе кĕрессипе, вĕренÿ, спорт, культура тытăмĕсене аталантарас енĕпе тата ытти ĕçсемпе. Пуçлăх мероприятисене тивĕçлĕ шайра ирттерес тесен хăйсен ирĕкĕпе пулăшу кÿме хатĕр çынсене шырамаллине пĕлтерчĕ.

Эдуард Бахмисов уяв проекчĕпе паллаштарнă май: Акатуя Шупашкар районĕнчи пек урăх нихăш районта та анлăн ирттерменнине пĕлтерчĕ. «Районта 17 ял тăрăхĕ – кашни ялăн хăйĕн кил картишне сăнламалла. Унта вĕсем пухăнаççĕ, ташлаççĕ, юрлаççĕ, хăнасене кĕтсе илеççĕ», – терĕ. Уява пурин те чăваш тумĕсемпе пымалли пирки те асăрхаттарчĕ.

Кăçал республикăра – Константин Иванов çулталăкĕ. Районта пĕтĕмпе 172 ял, кашнинченех «Нарспипе» «Сетнере» суйламалла – çакăн пек сĕнÿ пулчĕ. Вара вĕсен вăйă карти çур çухрăма тăсăлĕ», – терĕ наци когресĕн представителĕ.

Виталий Станъял профессор кăçал иртекен «Акатуй» уçланки вырăнĕнче ĕлĕкрех Хăравути пуххи иртни тата унăн историйĕ çинче чарăнса тăчĕ. «Халĕ патшалăх влаçа уявсем ирттерме ирĕк пани питĕ савăнтарать», – терĕ вăл. Георгий Иванович пухăва пĕтĕмлетнĕ май кашни ялăн хăйсен ăстисене кăтартмалли пирки аса илтерчĕ. Тĕрĕ, алă ĕç ăстисемпе танах пулăçсене те, тимĕрçĕсене те пултарулăхне кăтартма кĕтес тупса памалла. Пуçлăхăн тепĕр сĕнĕвĕ уява аякри тăвансене чĕнесси пирки пулчĕ. Удмурт Республикинчи Завъялово тата Пушкăртри Аургазински районĕсенчен хăнасем уява килмелле. Пенза облаçĕнчен, Тутарстанран, Мари Элтан та пулĕç. Эдуард Бахмисов, уява Пелебей районĕнчи Слакпуç тата Иван Яковлев çуралнă Тутар Республикинчи Теччĕ районĕсенчи ялсенчен пултарулăх ушкăнĕсем килессине систерчĕ.

Николай Смирнов, Атăлъял

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости