Уяв хăни – катемпи

Паянхи кун çăварнине урăхларах ирттереççĕ пулсан та хăш-пĕр йăла-йĕрке çав-çавах сыхланса юлнă. Апла пулин те Çырмапуç ял тăрăхĕнчи толикассисем уявсенче пĕрле пухăнаççĕ, ял клубĕн заведующийĕ Роза Михайлова тăрăшнипе авалхи йăла – йĕркесене тавăрассишĕн çине тăраççĕ.

Вырсарникун, февраль уйăхĕн 22-мĕшĕнче ял урамĕ çăварни юрри-кĕввипе кĕрлесе тăчĕ. Капăр тумланнă хĕрарăмсем ял тăрăх юрласа пурне те уява йыхравларĕç. Икĕ урам пĕрлешнĕ çĕре пурте пухăнчĕç: ватти-вĕтти, çамрăкки. Ача-пăча çунапа тăвайккинчен ярăнчĕ. Купăс сасси никама та аякра тăратмарĕ, пурне те ташă картине пуçтарчĕ. Хĕле ăсатнин сценарийĕпе пурте пĕрле çуркуннене йыхравласа юрă юрларĕç. Тĕрлĕ вăйă, ăмăрту ирттерчĕç, икĕ урам тупăшса вĕрен те туртрĕç, çĕнтерÿçĕсене парнесемпе чысларĕç.

Вăйă-кулă, юрă-ташă савăнтарать те, туслаштарать те. Чи тутли вара çак уявра – Çăварни икерчи. Ăна кашни килтенех пĕçерсе илсе тухнă, пĕр-пĕрне сăйласа савăнчĕç хĕрарăмсем. Юлашкинчен вара хĕле ăсатма катемпие çунтарĕç, кăвайт урлă сиксе иртнĕ хуйха-суйха хăйсенчен сирчĕç.

Надежда Петрова, Толикасси

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости