Шупашкарта октябрь уйăхĕн 9-11-мĕшĕсенче иртекен «Раççей – спорт çĕршывĕ» Пĕтĕм тĕнчери спорт форумĕ тĕлне «Бичурин тата паянхи самана» музей «Шупашкар районĕн спорт мăнаçлăхĕ» курав хатĕрлет, тĕп библиотека вара республика çитĕнĕвĕсене «Спортлă Чăваш Ен» куçса çÿрекен пĕр презентацие пухасшăн. Пĕлтерĕшлĕ спорт мероприятине хатĕрленнĕ май районта пурнăçлакан ĕçсем пирки район администрацийĕнче эрнесерен иртекен канашлура вырăнти вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ Татьяна Иванова каласа пачĕ.
Татьяна Ивановна пĕлтернĕ тăрăх, пур учрежденире те мероприятисен планĕ хатĕр. Унпа килĕшÿллĕн форум пынă хушăра пур ÿсĕмри вĕренекенĕн те хăйĕн хастарлăхне тĕрлĕ спорт мероприятийĕнче кăтартма май пулĕ. 1-4 класс вĕренекенĕсене Сывлăх кунĕ, хаваслă стартсем, «Атте, анне тата эпĕ – спорт çемйи» эстафета кĕтеççĕ, аслă классене валли вара программăна «Кĕрхи кросс» çăмăл атлетика эстафетине кĕртнĕ. Вăтам классенче вĕренекенсемшĕн те тупăшусем хĕрÿ иртес шанăç пысăк. Кунсăр пуçне вĕсен спорт пĕлĕвĕпе культурине «Сочи – 2014 Олимп чемпионĕсем» викторинăра, кĕçĕн класс вĕренекенĕсенне – ÿкерчĕксен конкурсĕнче тĕрĕслĕç.
«Улăп» спортпа сывлăх центрĕпе пĕрле хатĕрленĕ мероприятисенчен Татьяна Иванова сентябрĕн 20-мĕшĕнче футболла выляссипе иртекен республика чемпионатне, ун хыççăн тепĕр кунах сывă пурнăçа кăмăллакансене пурне те старта пухакан «Нацисен кросне» асăнчĕ. «Кросс умĕн Кÿкеç лицейĕн вĕрентекенĕсем чупăва тухакансен пĕтĕм йышĕпе зарядка ирттерĕç», – пĕлтерчĕ вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ.
Сентябрĕн 28-мĕшĕнче пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан учреждени, предприяти-организаци ĕçченĕсем ГТО нормисене тултарса удостоверенисене тивĕçĕç. Ку мероприятие кашни командăран 10 çынран кая мар хутшăнмалла.
Октябрĕн 4-мĕшĕ тĕлне палăртнă çăмăл атлетика ăмăртăвĕсене хутшăнакансене вара «çăлтăрпа зарядка» кĕтет. Ишек шкулĕн вĕренекенĕсемпе пĕрле ăна бадминтон енĕпе Чăваш Республикин тата Раççейĕн тава тивĕçлĕ тренерĕ Надежда Тонина ирттерĕ.
Райадминистраци пуçлăхĕ Георгий Егоров вĕрентÿ управленийĕн ертÿçин çумĕ калани çумне хушса тĕнче шайĕнчи мероприятие спорт ветеранĕсене явăçтармаллине палăртрĕ. «Чăваш Енре вĕсем сахал мар. Тĕл пулусем йĕркелемелле», – терĕ Георгий Иванович. Форум тĕлне кашни шкултах стендсемпе куравсем пулĕç. Ăна халалланă сувенирсене ятарласа уйăрнă вырăнсенче туянма май пулĕ.
Паллă ĕнтĕ, тĕп мероприятисем Кÿкеçре иртĕç. Вырăнти хăй тытăмлăх управленийĕн пуçлăхĕ Андрей Михайлов çавна май транспорантсем, афишăсем, баннерсем хатĕрлес, поселокри тĕп урамсенче тирпей-илем кĕртес енĕпе хĕрÿ ĕçсем иртнине пĕлтерчĕ. Вăл каланă тăрăх, çак тĕллевпе Шоссейная урамри спорт аллейи тăршшĕпе пыракан тротуара сарнă, ĕçсем малалла Советская урамра тăсăлаççĕ. Георгий Иванович палăртнă тăрăх, «уйрăм урамсем кăна мар, форум вăхăтĕнче хăнасене йышăнма пĕтĕм поселок хатĕр пулмалла, унта уяв сĕмĕ курăнса тăмалла».
Виктория Вышинская
(Тăван Ен 35№, сентябрĕн 12-мĕшĕ, 2014 ç.)