Ялта футбол выляма халăх кăçалхи пек нумай пухăннине аса илейместĕп. Ачасем те кунне икĕ хутчен тренировкăсене пуçтарăнма тытăнчĕç – ирĕн-каçăн. Испансен «Барселонинчен» пĕрре те кая мар. Спорт малалла та çакăн пек аталансан, пурăна киле, тен, çак ялтан Неймар пек пĕр-пĕр паллă çăлтăр тухатех. Футболла выляма юнашар Колешша, Çатра-Хочехмат, Пикшик тата ытти ялпа хуларан килме пуçларĕç. Спортсменсем нумайланса кайнă пирки пĕр площадка тивĕçтерейми пулчĕ.
Çынсемпе канашланă хыççăн юнашарах футболла выляма тепĕр лапам хатĕрлеме пуçларăмăр. Ку ĕçре çамрăк шкул ачисем уйрăмах тăрăшрĕç. Саша Жирновпа Артур Платонов кĕреçесене йăтса нимене чи малтан тухрĕç. Çак йĕркесен авторĕ килте хăйĕн станокĕпе футбол хапхине тума шерте хатĕрлесе пачĕ. Юпине лартма шăтăк алтнă чух Сергей Андреев, Люда Платонова, Коля Марков, Слава Александров тăрăшса ĕçлерĕç.
Николай Платонов, Шоркка