Халăх дружинисем – вăрăсене хирĕç

Иртнĕ эрнере районта вăрланă тĕслĕх палăрмаллах ÿснĕ. РФ ШĔМĕн Шупашкар районĕнчи участковăйсемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Андрей Рябов пĕлтернĕ тăрăх, пурĕ 16 факта регистрациленĕ, вĕсенчен 7-шĕ – дачăсенче. Вăрланă тĕслĕхсем ялан тенĕ пекех пĕр ял тăрăхĕнче пулса иртни те паллă. Сăмахран, Ишлей ял тăрăхĕнче пысăк тиевлĕ машинăсен аккумуляторĕсене, Вăрман-Çĕктер ял тăрăхĕнче çĕнĕ çуртсенчен радиаторсем, хутса ăшăтмалли котелсем вăрланă, Лапсар ял тăрăхĕнче вара сăтăрçăсем пуринчен ытла дача çурчĕсенче хуçаланаççĕ.

Вăрланă тĕслĕх нумайланнине кура районта халăх дружинисен ĕçне вăйлатасшăн – районти шалти ĕçсен пайĕнче çакăн пек шухăш патне килсе тухнă.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости