Хисеплесе упраççĕ

Тăрăн чиркĕвĕнче Çветтуй Матронăн çĕрмен ÿт пайĕсем (часть мощей) упраннине илтрĕмĕр. Çак тĕрĕс хыпар-и?

Светлана МАКАРОВА, Йăршу ялĕ

– Çветтуйсен юлашкийĕсене чиркÿсенче хисеплесе упраççĕ, пуç çапаççĕ. Тăрăн чиркĕвĕнче Çветтуй Матронăн çĕрмен ÿт пайĕсем чăннипех те упранаççĕ. Тĕн йăли-йĕркине пăхăнакансем Çветтуй Матрона ачасене воспитани парас ĕçре, тăлăх тата ашшĕ-амăш хÿттисĕр, инкек-синкеке пула кил-çуртсăр юлнисене хÿтлĕх парать тесе шухăшлаççĕ. Унран хăйсен кил-çурчĕпе ĕç çинчен ĕмĕтленекенсем, ăнăçлă çемье çавăрас текенсем пулăшу ыйтаççĕ. Çветтуй Матронăна пуç çапни тĕрлĕ чир-чĕртен сывалма пулăшнине ĕненеççĕ.

 

Августăн 30-мĕшĕччен Ишек чиркĕвĕнче Сăваплă ĕçсем тăвакан Николайăн (Николай Чудотворец) çĕрмен ÿт пайĕсем упранĕç. Ишексемшĕн вăл пысăк пĕлтерĕшлĕ Çветтуй. Вĕсен унпа çыхăннă хăйне евĕрлĕ истори. Çăваплă ĕçсем тăвакан Николая христианствăра моряксен, сутуçăсен тата ачасен хÿтĕлевçи тесе шухăшланă.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости