Хамăр алăпа туса илнĕ кишĕр сĕтел çинчен çуркуннеччен
Кишĕр аван упрантăр тесен ăна йăран çинчен тĕрĕс пуçтарса кĕртмелле. Эппин, çак сĕнÿсене шута илме тăрăшмалла. Пахча çимĕçе кăларас умĕн эрне маларах лайăх шăвармалла, кишĕр сĕтеклĕрех пулĕ. 1-2 кун маларах йăрансене кăпкалатса тухмалла (кăларма аванрах пултăр), кишĕр çулçине çĕр çийĕнчен 5 см хăварса касмалла. Çакă çимĕç сĕтеклĕхне çулçисем çине каясран сыхлать.
Кишĕре туртса е чавса кăлармалла. Çимĕçе пĕр-пĕр вырăна сарса хурса 2-3 кун типме памалла.
Упрама хунă кишĕр хĕл кунĕсенче çĕрсе ан кайтăр тесен ăна суйламалла. Сиенленнĕ кишĕре упрама хуни усси çук, çĕрет. Çимĕç типсе илнĕ хыççăн кашниех тĕрĕслемелле – кĕреçепе касса яман-и, шăши тавраш кăшламан-и, çĕрме тытăнман-и, хурт-кăпшанкă сиенлетмен-и..
Упрамалли кишĕре çума юрамасть. Кăшмана, çĕр улмие, кишĕре тата ытти тымар çимĕçсене усă курас умĕн кăна çумалла.
Хĕл кунĕсенче епле тĕрĕс упрамалла?
Чи ансат та шанчăклă меслет вăл – кишĕре полиэтилен хутаçсене е картон курупкасене хурса нÿхрепре упрани. 0° яхăн температура, нÿрĕк пысăк кирлĕ, стенасем çинче кăвакăш (плесень) пулмалла мар. Ку меслетĕн çитменлĕхĕсе
Тепĕр меслет те хăйăр усă курнипех çыхăннă. Урайне хăйăр купалама, ун ăшне кишĕре чавса хума пулать. Йывăр ешчĕке кишĕрпе хăйăр сийĕн-сийĕн хуни те аван. Ешчĕкре пахча çимĕçе çапла та упрама пулать – çимĕçе хаçатсемпе пĕр-пĕрне лекĕнмелле мар витсе хумалла. Кишĕре сентресем çине пĕр-пĕрне лекмелле мар, кăшт аяккарах хурса тухмалла.
Пахча çимĕçе холодильникр