Черетлĕ тĕл пулу – Челябинскра

Ял спортсменĕсен йăлана кĕнĕ наци тупăшăвĕн тĕсĕсемпе иртекен Пĕтĕм Раççейри ăмăртăвĕ вĕçленсе пырать. Халăх спорчĕн фестивалĕ шайĕнче çурри ытла спорт дисциплинисемпе ăмăртусем иртнĕ те ĕнтĕ. Умра – тăватă тĕрлĕ тупăшу.

Çак кунсенче чăваш Енĕн пĕрлештернĕ команди шашкăлла выляссипе иртекен черетлĕ ăмăртăва çула тухать. Турнир ĕнер Челябинскра пуçланнă. Вăл вырсарни кунччен тăсăлать. Пирĕн республика чысне Шупашкар, Вăрнар тат Вăрмар спортсменĕсем хÿтĕлеççĕ.

«Улăп» спортпа сывлăх центрĕн пуçлăхĕн çумĕ Павел Цветков «Тăван Ен» хаçата пĕлтернĕ тăрăх – Шупашкар районĕнчен çĕршыв ăмăртăвне Михаил Александрович Ефимовпа Людмила Георгиевна Федорова хутшăнĕç. Командăн чи пирвайхи кăтартăвĕсем паллă та ĕнтĕ. Хыçа юлнă пĕтĕмлетÿсем тăрăх тупăшусен пур тĕсĕпе те Челябинск облаçĕн команди малта – 22 очко пухма пултарнă. Пушкăртсен те çавăн чухлех, анчах та пĕрремĕш вырăнсем сахалрах. Чăваш Республики хальлĕхе 35 очкопа виççĕмĕш вырăнта.

Аса илтерер: пирĕн спортсменсем çак ăмăртусен пĕр тапхăрĕнче вăй виçме ĕлкĕрнĕ. Августăн 28-30-мĕшĕсенче Челябинск облаçĕнчи Пласт хулинче кирек пуканĕ йăтас тата самбо енĕпе тупăшусем иртнĕ. Çĕнтерÿшĕн Шупашкар районĕн ултă самбисчĕ кĕрешнĕ. Николай Лапшин иккĕмĕш вырăн йышăннă (57 килограмлă виçе категорийĕнче), Артем Щербаковпа (48 кг таран) Екатерина Осипова (68 кг) тата Иван Клеменьтев (62 кг) – виççĕмĕш.

Сăмах май

Раççейĕн йăлана кĕнĕ (наци) спорт тĕсĕсемпе иртекен пĕтĕм çĕршыври ăмăрту программинче – 17 тĕрлĕ тупăшу. Кăçалхи август – декабрь уйăхĕсенче вĕсем Раççейĕн 10 регионĕнче иртеççĕ. Ăмăртусен пĕр тапхăрĕнче спортсменсене Чăваш Ен те йышăннă. Сентябрĕн 24-26-мĕшĕсенче Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисенче спортăн виçĕ енĕпе – наци кĕрешĕвĕпе, утассипе тата чăрмавлă вырăнта чупассипе – иртнĕ.

Ксения архипова

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости