Черкке пĕрремĕш вырăна тухсан

РФ Сывлăх сыхлав министерстви сĕннипе сентябрĕн 11-мĕшĕнче кашни çулах Пĕтĕм Раççейри Урăлăх кунне паллă тăваççĕ. Эрех-сăра сиенĕ пирки тепĕр хут аса илтермелли сăлтав çакă. Хăйĕн авăрне мĕнле майпа сĕтĕрсе кĕрет вăл, чир паллисем тата сăтăрçă-генсем пирки республикăри медицина профилактикин, сывату физкультурипе спорт медицинин центрĕн тухтăрĕпе Елена ЕГОРОВĂПА калаçатпăр.

– Эрех пĕрмай ĕçнине алкоголизм чирĕ теççĕ. Чир пулсан, ăçтан-та пулин ыратмалла-çке? Мĕнле пуçланса каять-ха вăл?

– Чăнах та, ку чир ытти чирсенчен питĕ уйăрăлса тăрать. Çынсем çак шĕвеке уявра та, хурлăх пулсан та, ача çуралсан та, çын вилсен те сыпаççĕ.

Ĕçекен çын нихăçан та эрех серепине çакланасса пĕлсе тăрсах е алкоголик пулас тесе ĕçмест. Нумайăшĕ виçене пĕлсе ĕçетпĕр тесе шухăшлать. Çакă чирĕн пĕрремĕш тапхăрĕ. Енчен те ĕçекен çын эрехрен хăпма шухăшламасть пулсан, куллен-кун эрехе кашни сăлтавпах сыпма пуçласан, чир малалла аталанать. Ĕçнĕ кунĕсем нумайланса пыраççĕ. Эрех пĕрмай ĕçес килни пĕрремĕш вырăна тухать. Эрехе юратакан хăйне ÿсĕрле кăна лайăх туйма пуçлать.

Часах мухмăр пуçланать, ку вăл иккĕмĕш тапхăр. Ирхине урăлса çитсен çын хăйне питĕ япăх туять. Эрех ĕçсенех çăмăлланать. Анчах та ку нумайлăха мар. Кăштах вăхăт иртсенех каллех чăтайми эрех ĕçес шухăш асаплантарма тытăнать. Хăйне тем чухлĕ «ыран пачах та ĕçместĕп» тесе сăмах парсан та, тепĕр кунне те алли эрех патнех туртăнать. Çак тапхăртан пуçланать те эрехе юратаканăн инкекĕ. Ĕç çухалать, çемье арканать.

Алкоголизмăн юлашки тапхăрне куçнă май çын тĕппипех улшăнать. Халĕ ăна пĕр эрех çеç кирлĕ, ăна тупма чăрмантаракан кашни сăлтавах хирĕç тăма хатĕр — çак сăлтав çемье пулсан та.

– Çак чир сăлтавĕсем мĕнре-ха?

– Сăлтавсенчен пĕри – çын кулленхи пурнăçра хăйĕн йывăр ыйтăвĕсене хăй татса пама пĕлменни, йывăрлăхсенчен тарни, çăмăл пурнăç шырани. Тата тепĕр сăлтавĕ ашшĕ-амăшĕн тĕслĕхĕпе çыхăннă. Енчен те ашшĕ-амăшĕ хăна пуçтарма юратсан, çав вăхăтрах ачисене «эрех нихăçан та ан ĕçĕр» тесе ăс парсан — çакă пуш сăмах кăна. Чылайăшĕ ашшĕ-амăшĕн çулнех суйласа илет.

– Енчен те алкоголизмпа чирлекен ашшĕ-амăшĕнчен çуралнă ачасем мĕн пĕчĕкренех урăх çемьере ÿссен, эрех ĕçнине курмасан, çак чир вĕсемшĕн хăрушă пулмĕ-и?

– Шел те, хăшпĕр чухне ашшĕ-амăшĕн генĕсем ачисене куçаççĕ. Çакна ученăйсем тĕпчесе палăртнă. Çакăн пек ачасен те алкоголизм чирĕпе чирлес хăрушлăх питĕ пысăк. Çавăнпа вĕсене мĕн пĕчĕкрен пĕр тумлам эрех те ĕçме юраманни пирки каласа, вĕрентсе ÿстермелле.

– Алкоголизм чирĕ шурă эрех ĕçнипе кăна пуçланать-ши, сăра тата мĕнле сиен кÿрет?

– Алкоголизм чирĕ кирек мĕнле спиртлă шĕвек ĕçсен те пуçланать. Сăрара та этил спирчĕ пур. Чи анлă сарăлнă сортсен градусĕ 4-5 процентпа танлашать. Апла-тăк, 100 грамм сăрара таса спирт вăтамран тăватă грамм, пĕр кĕленчере – çирĕм грамм. Литр сăрана 100 грамм шурă эрехпе танлаштарма пулать. Витĕмĕ ытти спирт шĕвекĕнни пекех. «Кăшт кăна сăра ĕçме» хăнăхни сисмесĕрех алкоголизм чирĕ патне илсе çитерет. Сăрапа иртĕхни шалти органсене чирлеттерни пирки те манма юрамасть. Чĕре куллен сăра ĕçнипе пысăкланса каять, унăн мышцисем çÿхелеççĕ. Çавна май миокард инфаркчĕн хăрушлăхĕ ÿсет. Тухтăрсем çакăн пек чĕрене «сăра» чĕри теççĕ.

– Алкоголь чирĕнчен сипленсе хăтăлма пулать-и?

– Паллах! Кунта йăлтах çынран хăйĕнчен килет: алла черкке тытсан, унăн яланах хăйне чарса, тěрěслесе тăмалла. Асăннă чир тыткăнĕнчен хăтăлмалли чи тěрěс те пěлтерěшлě çул вăл – эрех-сăра таврашне пачах ĕçме пăрахасси, ăна юратакансенчен айккине пăрăнасси. Çавăнпа та специалистсемпе вăхăтра канашлани чылай инкекрен сыхланма пулăшě.

Пирěн республикăра çак чиртен сипленмелли условисем пур. Кашни район больницинче наркологсем ĕçлеççĕ, Шупашкарта çак пулăшăва Республикăн наркологи диспансерěнче тупма пулать.

 Татьяна Майорова калаçнă

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости