Чикагопа Париж кĕрешрĕç

«Тăван Ен» хаçатăн иртнĕ номĕрĕнчи «Пĕрремĕш вырăншăн – арпус» статьяна тата унти сăн ÿкерчĕке курсан черетлĕ тренировкăна пуçтарăннă футболистсем калама çук хĕпĕртерĕç.

Пурне те илтмелле хыттăн вулама килĕшекене шырама пуçларăмăр. Кăлăхах. Шкула каякан ачасен хушшинче тупма йывăр пулчĕ. Вĕсем е вăтанаççĕ, е хăйсен пĕлÿ çителĕксĕрлĕххи çине йăвантараççĕ. Шырасан-шырасан аран-аранах тупрăмăрах. Ялти библиотекарь хĕрĕ Аня Толстова футболистсене «Тăван Енри» статьяпа паллаштарчĕ. Унта Шорккара татах тепĕр турнир ирттерме калаçса татăлнине аса илтернĕччĕ. Шантарнă командăсем пурте пухăнчĕç: пурĕ тăватă ушкăн: Чăрăшкассинчи «Чикаго», Шорккари, Иккассинчи арçын ачасем тата Шорккари хĕрсен «Париж» команди.

Вăйă пуçламăшĕнчех Роза Ананьева тата Кристина Серапионова «Чикаго» хапхине пĕрер мечĕк тапса кĕртрĕç. Чăрăшкассисем пăлханма пуçларĕç, пĕр-пĕрне гол кĕрттернĕшĕн айăплама тытăнчĕç. Иккĕмĕш таймра çеç вĕсем, Вруйр Казарянпа Сергей Зеленцов хапхана пĕрер хут мечĕк тапса кĕртсен, кăштах лăпланчĕç. Вăйă çапла 2:2 шутпа вĕçленчĕ. «Париж» командăшăн Валя Пономарева, Даша Филиппова, Маринăпа Надя Ивановăсем тата Аня Толстова тăрăшса вылярĕç. Иккасси каччисемпе Шорккари хĕрсем ăмăртма пуçласан çумăр çума тытăнчĕ. Вăййа чарса лартасси пирки сăмах та пулмарĕ. Пÿскене ют хапха еннелле хăвалаççĕ çеç. Иккассисем: Павел Давыдов, Андрей Тимофеев, Юра Федоров мечĕке ăнăçлă тата хитре кустар- чĕç пулин те, хĕрсен команди хăнасене 1 : 0 шутпа парăнтарчĕ.

Ăмăртура пĕрремĕш вырăна Чăрăшкассин «Чикаго» (тренерĕ – Александр Ильин), иккĕмĕшне – Шорккари хĕрсен «Париж», виççĕмĕшпе тăваттăмĕшне – Шорккапа Иккасси шкул ачисен командисем йышăнчĕç. Кашни командăна йĕркелÿ комитечĕ парнесемпе хавхалантарчĕ.

Алексей Николаев, Кÿкеç

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости