Чире сирекен сăваплă шывра

Йăлана кĕнĕ тăрăх православи тĕнне ĕненекенсем кăшарнире шыва кĕреççĕ, мĕншĕн тесен çав каç сăвапланă шыв тĕрлĕ чир-чĕртен хăтăлма пулăшать. Кăçал та купеле чăмакан сахал пулмарĕ. Çанталăк ăшă тăни те пулăшрĕ ĕнтĕ, сивĕре шыва чăмма нумайăшĕ мехел çитереймест-çке-ха.

Районти 8 чиркÿре уяв кĕллисем ирттернĕ, çичĕ çĕрте шыва кĕмелли вырăнсем тунă. Сăмахран, Тутаркасси ял тăрăхĕнчи çынсем Юртукасси çывăхĕнче тунă купельте шыва кĕнĕ. Сарапакасси ял тăрăхĕнче 3 вырăнта шыва кĕме май пулнă: Шорккара, Колешшара, Çатракассинче.

Тунти кун, январĕн 19-мĕшĕнче, ирхине тунă кăтарту тăрăх, кăшарни уявĕсене пурĕ 6 пине яхăн çын хутшăннă, вĕсенчен 2700-шĕ шыва чăмма е сапăнма хăраман. Тĕрĕссипе, асăннă статистика тата та ытларах, мĕншĕн тесен 19-мĕшĕнче те шыва кĕрекен сахал пулмарĕ, уйрăмах Апашри сыватакан Пантелеймон çăлкуçĕнче. Çăл шывĕ юхса кĕрекен ятарлă çурт патĕнчи, арçынсен, хĕрарăмсен пÿлĕмĕ енчен те, вăрăм черет йĕркеленнĕччĕ. Аслисем кăна мар, ачасем те сăваплă шывра чăмса тухма кăмăл турĕç.

Апаш ял тăрăх администрацийĕнчен хыпарланă тăрăх, çăлкуçра 4 пин ытла çын шыва кĕнĕ. «Январĕн 19-мĕшĕнче çăлкуç патĕнчен ирхине 5 сехетченех çын татăлмарĕ. Кăшт вăхăт иртсен вара каллех машинăсем килме пуçларĕç. Шыва кĕрекен пĕлтĕрхинчен ытларах пулчĕ», – пĕлтерчĕ вырăнти ял тăрăх пуçлăхĕн çумĕ Вячеслав Павлов. Килекенсем валли вĕри чей хатĕрленĕ, шашлăк çиме те май пулнă.

– Кăшарни каç йĕркелĕхе полици сотрудникĕсем сăнаса тăнă, районта йĕркене пăснă тĕслĕхе палăртман – çапла пĕлтерчĕç шалти ĕçсен Шупашкар районĕнчи пайĕнчен.

ЛЮБОВЬ МАН

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости