Чи килĕштернĕ автор

Районта виççĕмĕш хут ĕнтĕ чи анлă сарăлнă кĕнекене палăртаççĕ. Кăçал акци ноябрĕн 5-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 15-мĕшĕччен пынă.

Вулакансен кăçал шĕкĕлченĕ, чи асра юлнă кĕнекене асăнмалла тата уншăн сасă памалла пулнă, онлайн-сасăлавпа та усă курма юранă. Хальхинче ачасем те хăйсен сассисене пама пултарнă. Акци пĕтĕмлетĕвĕпе Улькка Эльмен (Ольга Куликова) чăваш çыравçин «Упраймарăм сана» (2-мĕш кĕнеки) чи нумай сасă пухнă. Икĕ çул каялла романăн пĕрремĕш кăларăмĕ «Çулталăк кĕнеки» ята тивĕçнĕччĕ.

«Ночевала тучка золотая» (Анатолий Приставкин) кĕнеке вара – ачасем хушшинче чи анлă сарăлни. Пĕчĕкскерсем уншăн сасăланă.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости