Чи лайăххисене – нухрат

Мартăн 25-мĕшĕнче культура ĕçченĕсем 9-мĕш хут професси уявне паллă турĕç. Çĕрпÿ районĕнче савăнăçлă лару-тăрура иртнĕ мероприятие 10 культура ĕçченĕнчен тăракан район делегацийĕ те хутшăнчĕ.

Çак кун ЧР культура министерстви çулсерен ирттерекен конкурса пĕтĕмлетсе ял тăрăхĕсен территорийĕсенче вырнаçнă чи лайăх муниципаллă культура учрежденийĕсене тата вĕсен ĕçченĕсене палăртрĕ. Асăннă конкурса хутшăннă 37 муниципаллă культура учрежденийĕнчен сумлă ята районти «Бичурин тата хальхи самана» музей тата Çĕньял пултарулăх çурчĕн ертÿçи Эльвира Альмешкина тивĕçрĕç. «Муниципаллă чи лайăх музей» ята çĕнсе илнĕ культура обьектне 100 пин, Культурăпа кану учрежденийĕн чи лайăх ĕçченне 50 пин тенкĕ парса хавхалантарчĕç.

Эльвира Викторовна 1995 çулта Çĕньялти культура çуртĕнче культурăпа массăллă ĕçе йĕркелекен методистра вăй хума тытăннă. 2008-2010 çулсенче вăл Чумкасси ял клубĕн ертÿçинче тимленĕ, унтан каялла Çĕньялти пултарулăх çуртне таврăннă. Унăн тивĕçĕсенчен пĕри – тĕрлĕ мероприяти сценарийĕсене йĕркелесси. Ял кунĕ ирттермелле-и, физкультурниксен кунне паллă тумалла-и, е çул çитменнисене валли пĕр-пĕр конкурс йĕркелемелле-и, е çамрăксене сывă пурнăç йĕркине хăнăхтармалла-и – унăн ĕçĕсем пур пуçарура та курăмлă. Эльвира Альмешкина тăрăшнипех ял тăрăх пурнăçĕнче кирлĕ чылай мероприяти хăйĕн вырăнне тупнă. Уйрăмах кĕркунне иртнĕ «Барыня-капуста» фестиваль паян кун та ку тăрăхра пурăнакансен асĕнче.

«Бичурин тата хальхи самана» музей уçăлнăранпа апрелĕн 5-мĕшĕнче 15 çул çитет. Çав вăхăтран пăхсан ăна пĕр иккĕленмесĕрех аталанса пыракан культура центрĕ тесе калама пулать. Кунта кашни уйăхрах вăхăтлăх экспозицисем уçăлаççĕ, вернисажсемпе кăсăклă тĕл пулусем иртеççĕ. Музей çумĕнче китай чĕлхине тĕпчекен «Путешествие в загадочный Китай» клуб ĕçлет. Музей уçăлнăранпа унăн ертÿçинче тимлекен Ирина Удалова каланă тăрăх, конкурсра çĕнсе илнĕ укçа-тенкĕпе музейра курăмлă ĕç пурнăçлама палăртаççĕ. «Сувенир продукцине сутассине малалла аталантарас тĕллевпе витринăсене улăштарасшăн», – пĕлтерчĕ вăл.

Культура ĕçченĕсен професси кунне районта та паллă турĕç, район шайĕнче чи лайăх ĕçлесе пыракан культурăпа кану учрежденийĕсене палăртрĕç. 3-мĕш вырăна Йăршу ял клубĕ, Апаш клуб-музейĕ тата Кăшавăш культура çурчĕ çĕнсе илсе 10 пин тенкĕлĕх сертификата тивĕçрĕç. 2-мĕш степеньлĕ лауреатсен йышне Шăмăшри тата Тутаркассинчи пултарулăх çурчĕсем кĕнĕ – вĕсем 20 пин тенкĕлĕх сертификатлă пулчĕç. Çĕнтерÿçĕсем – Кÿкеçри тĕп культура çурчĕ тата Сархурăн ял клубĕ. Вĕсен парни – 40 пин тенкĕлĕх сертификат.

Вера Шумилова

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости