Чи лайăх агитбригадăсене палăртĕç

ЧР Культура министерстви йĕркеленипе Ĕç çыннин çулталăкне халалласа январь-май уйăхĕсенче агитбригадăсен тата куçса çÿрекен клубсен «Ĕç çыннине мухтав!» республика смотр-конкурсĕ иртет. Унта муниципалитетсен агитбригадисем, куçса çÿрекен клубсем, агитстудисем, пĕчĕк театрсем (çав шутра ача-пăча театрĕсем те) хутшăнаççĕ.

Çĕнтерÿçĕсене «Чи лайăх ача-пăча агитбригади» (7-13 çулти ачасем), «Çамрăксен чи лайăх агитбригади» (14-17 çултисем), «Аслисен чи лайăх агитбригади» (18 çулта тата аслăраххисем) номинацисенче палăртĕç.

Райадминистрацин культура пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, районти пултарулăх коллективĕсем çак конкурса хутшăнма заявка тăратман. Çапах та 2 çул ĕнтĕ август уйăхĕнчен пуçласа сентябрь çурриччен пултарулăх коллективĕсем агитбригадăсене йĕркеленсе район территорийĕнчи ял хуçалăх предприятийĕсенче тимлекенсене хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарсах тăраççĕ. Вырма ĕçĕсен вăхăтĕнче Кÿкеçри тĕп культура çурчĕ çумĕнчи тата ял тăрăхĕсенчи пултарулăх коллективĕсем ял ĕçченĕсен умне юрă-ташăпа тухаççĕ. Çак ырă йăла кăçал та малалла тăсăлĕ.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости