Чи çутă тата таса кунсенчен пĕри

Юпа уйăхĕн 5-мĕшĕ – Пĕтĕм тĕнчери учительсен кунĕ. Учитель кунĕ- çулталăкри чи çутă та таса кунсенчен пĕри. Кашни çын хăй вăхăтĕнче шкулта вĕреннĕ. Кашни çыннăн кун- çулĕнче хăйĕн вĕрентекенĕ пулнă, халĕ те пур. Пирĕнтен кашниех хăйне вĕрентекенсене юратса аса илет.

Çак уява палăртма Çырмапуç ял тăрăхне кĕрекен

Толикасси ял клубне аслисем те, кĕçĕннисем те йышлăн пухăнчĕç. Шкул ачисем ял тăрăхĕнче пурăнакан учительсене саламласа сăвăсем каларĕç. Аслисем юрăсем шăрантарчĕç. Çавра сĕтел хушшинче ялти пĕрремĕш учителе – Ангелина Николаевна Сенчуковăна – аса илчĕç, клуб вырăнче ĕлĕк шкул пулни çинчен те каласа кăтартрĕç. Çитĕнекен ăрăва тĕрĕс çул çине тăратасси, вĕсенчен кăмăллă та çирĕп çын тăвасси ашшĕ-амăшĕпе вĕрентекенсен тивĕçĕ пулнине палăртса хăварчĕç. Учитель кунĕ пуриншĕн те уяв пулса тăчĕ.

Виктория Петрова,Толикасси ялĕ

СĂМАХ МАЙ

Раççейре Учитель кунне 1965 çулта паллă тума тытăннă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен пуçламăшĕччен педагогсене октябрь уйăхĕн пĕрремĕш вырсарникунĕнче саламланă, 1994 çултанпа вара уява октябрĕн 5-мĕшĕнче паллă тăваççĕ.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости