Чăваш диктанчĕ

Кăçалхипе виççĕмĕш хут йĕркелекен çак пуçарăвăн тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшĕпе сумне ÿстересси. Çав вăхăтрах асатте-асаннесен авалхи йăлисенчен пĕрне – нимене – аса илтерекен çыру ĕçĕ кашни çынна хăйĕн пĕлĕвне тĕрĕслеме май парать.

Унăн йĕркелÿçисем – Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, Чăваш Республикин вĕрентÿ институчĕ, Чăваш патшалăх педагогика университечĕ, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ, «Хыпар» Издательство çурчĕ, Чăваш наци радиовĕпе телевиденийĕ.

Диктант текстне гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ конкурс йĕркелесе палăртнă, Леонид Маяксем çырнă хайлаври сыпăка суйласа илнĕ. Текста Чăваш наци радиовĕпе Г.С. Лебедев ячĕллĕ 3-мĕш интернат лицей вĕрентекенĕ Лидия Кузьмина диктант çыракансем патне çитерĕ. Шупашкарти Н.В.Никольский ячĕллĕ педагогика колледжĕнче чăвашсен паллă çыравçи Ева Лисина, Леонид Петровпа Геннадий Дегтярев ăсчахсем вулĕç. Вĕрентÿ институтĕнче пухăнма кăмăл тунисем чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем Александр Степанов, Римма Гаврилова, Ирина Диарова вуланă хыççăн çырса пырĕç. Педагогика университетĕнче хатĕрленĕ аудиторисенче – унта ĕçлекен филологсем хăйсен пулăшăвне сĕннĕ.

Хăйсем пурăнакан вырăнтах çырма кăмăл тăвакансем асăннă кун 13.00 сехетре Чăваш наци радиовĕн 105 Fm тата 72, 41 УКВ хумĕсем çинче, Чăваш наци телекуравĕн официаллă сайтĕнче /www.ntrk21.ru/ тÿрĕ эфирта итлеме пултараççĕ. Диктант бланкне http://www.chgign.ru сайта вырнаçтарнă. Компьютерпа наборланă е хут çине алăпа çырнă текста сканерпа кăларса диктанта вуласа пĕтернĕ хыççăн 10-15 минут хушшинче çак адреспа çитермелле: dictant2015@yandex.ru.

Ушкăнпа пĕрле ларса, хăй чăваш чĕлхине хисепленине палăртса диктант çырас текенсен вара апрелĕн 24-мĕшĕнче 13.00 сехет тĕлне ЧППУ чăваш филологи факультетне (Президент бульварĕ, 19а çурт) е Чăваш Республикин вĕрентÿ институтне, е Шупашкарти педагогика колледжне пымалла.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости