Чăваш Ен Пуçлăхĕн Çырăвне хак пани

Олег МЕШКОВ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ:

– Патшалăх Канашне янă Уçă Çырупа паллаштарнă чухнехи хăш-пĕр самантра Пуçлăх сăмахĕсене, вăл чĕнсе каланисене залри халăх – тĕрлĕ шайри влаç органĕсен, общество организацийĕсен, массăллă информаци хатĕрĕсен, республикăри чи малта пыракан предприяти-организацисен – представителĕсем тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç. Çакă пек пĕр самантра вăрçă ветеранĕсене тата вĕсен çемйисене пулăшу кÿрессин, вĕсем патшалăх хăйсене манманнине, паттăрсен астăвăмне упранине яр-уççăн кăтартнин пĕлтерĕшĕ пысăккине çирĕплетрĕ.

Чăваш Ен пуçлăхĕ Ял хуçалăх министерствипе Экономика аталанăвĕн министерствисем, Патшалăх ветеринари служби, район-хула администрацийĕсен умне чĕрĕ сĕт пахалăхĕпе калăпăшне тата сĕт туса илекенсен таврашĕнче йĕркеленекен хаксене патшалăх тĕрĕслесе тăрассине тивĕçтерме тĕллев лартрĕ. Тĕрĕсех, тĕрлĕ формăллă ял хуçалăх тытăмĕсене аталантарма пĕр пек майсем туса памалла.

Çырура шута хунă пĕлтерĕшлĕ тепĕр самант ялсенче çулсем сарассине йĕркелекен республика программи, хуларан аякри çулсене сармалли пахалăх стандарчĕ пулса тăнăскер, тесе шухăшлатăп. Патшалăх Канашĕ йышăннă документ пысăк пĕлтерĕшлĕ тата паха нумай проект никĕсĕ пулса тăрасса иккĕленместĕп.

Алевтина ИСАЕВА, Шупашкар район пуçлăхĕ:

– Çулсерен хатĕрлекен Çырăвĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăн социаллă-экономика аталанăвне пĕтĕмлетнипе пĕрлех ĕç тăвакан влаç тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен умне тĕллевсем лартнă.

Республика Пуçлăхĕн политики Тăван çĕршыва, республикăра пурăнакан кашни çемьене, пĕтĕм халăха юратни çинче никĕсленет – çавăнпа та регион çитĕнĕвĕсем пĕрре те ăнсăртран мар. Халăха тĕрлĕ шайра пулăшу кÿме бюджетран 13 млрд тенкĕ уйăрнă. Ача сачĕн строительствин программисем, спорт площадкисене оборудованипе тивĕçтерес тĕллевсем, ялсенчи фельдшерпа акушер пункчĕсен тата пĕтĕмĕшле практика тухтăрĕсен офисĕсен сечĕсене анлăлатасси тухăçлăн пурнăçланать, пултаруллă çамрăксене тупса палăртмалли тата хавхалантармалли майсем йышлансах пыраççĕ. Пысăк технологиллĕ вун-вун производство хута кайнă, çакă çителĕклĕ ĕç укçипе тивĕçтерме май паракан ĕç вырăнĕсем йĕркелессинче питĕ пĕлтерĕшлĕ çул-йĕр.

Георгий ЕГОРОВ, Шупашкар район администрацийĕн пуçлăхĕ, «Единая Россия» партин Шупашкар районĕнчи уйрăмĕн секретарĕ:

– Чăваш Ен Пуçлăхĕн Çырăвĕ – пĕтĕм шайри влаç органĕсен ĕçĕнче тĕп документ пулса тăрать. Çак çул пурнăçламалли ĕçсемпе пĕрлех унта пур отрасльти – строительствăри, ял хуçалăхĕнчи, культурăри – паянхи кун лару-тăрăвĕпе статистика кăтартăвĕсем урлă паллаштарнă. Çырура ăна илемлетсе, улăштарса кăтартни çук – пĕтĕмпех чăнлăхпа тÿр килет.

Михаил Игнатьев Çырура çурт-йĕр ипотекине кредитласси аталаннине палăртать. 2010 çултанпа ятран кĕтеслĕ пулас тĕллевпе ипотека кредичĕ илнĕ çынсен йышĕ 2,4 хут ÿснĕ, çакăн пек майпа туяннă тăваткал метрсем вара юлашки тăватă çулта 2,5 хут нумайланнă.

2014 çулта республика «Раççей çыннисене валли – çурт-йĕр» программăна хутшăнакансен йышне кĕчĕ. Унăн шайĕнче экономкласлă пурăнмалли 210 пин тăваткал метр хута каймалла. Çакă Чăваш Енре пурăнакан çĕр-çĕр çын хваттерсене йÿнĕрех хакпа туянас майпа усă курма пултарассине пĕлтерет – чăн тата рынок хакĕсен уйрăмлăхĕн тăкакĕсене патшалăх хăйĕн çине илет. Асăннă программăна пурнăçа кĕртме Шупашкар районĕнче те лаптăк уйăрнă – Вăрман-Çĕктер ял тăрăхĕнчи Микши-Энзей ялĕнче нумай хваттерлĕ çурт çĕкленĕ.

Çырура влаç органĕсен умне лартнă пур тĕллеве те вырăнти хăй тытăмлăх органĕн ертÿçисемпе сÿтсе явăпăр, малашнехи тĕллевсене палăртăпăр.

Антонина ПАВЛОВА, Чурачăк шкул директорĕ:

– Ĕнер ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне янă Çырăва итлесе ларма тÿр килчĕ мана. Маншăн чи асра юлнă самант – Республика Пуçлăхĕ сăмахĕсене чунтан калани, вĕсене чĕре витĕр кăларни. Вĕрентÿ тытăмĕнче ĕçлекен педагогсене тав сăмахĕ каланине илтме питĕ кăмăллă пулчĕ. Çак сферăра тунă çитĕнÿсене тивĕçлипех хакларĕ. «Республикăра, 2013 çулхипе танлаштарсан, Пĕтĕм Раççейри шкул ачисен олимпиадисен юлашки тапхăрĕн çĕнтерÿçисемпе призерĕсен шучĕ пĕрре çурă хут ытла ÿснĕ. 2014 çулта Чăваш Республикинчи хулари 6 шкул Раççейри чи лайăх 500 шкул шутне кĕнĕ», – палăртрĕ вăл. Шкулсенче воспитани енĕпе ĕçленин пахалăхĕ çул çитмен çамрăксем преступлени тунă тĕслĕх ерипен чакса пынинче пулнине палăртнине те итлеме кăмăллăччĕ. Çамрăксене патриотла воспитани парас ĕçре ырă утăмсем пулнине те каларĕ, çакна çулсеренех кадет шкулĕсене, çар училищисене вĕренме кĕрекенсен йышĕ пысăкланни çирĕплетет. Çамрăксем ытларах та ытларах сывă пурнăç йĕркине пăхăннине те ырламалла кăна.

Шкул çулне çитмен ачасене садиксенче вырăнсеме тивĕçтернине вĕрентÿ тытăмĕнче тунă чи пĕлтерĕшлĕ утăм тесе шухăшлатăп.

Дмитрий ЗАХАРОВ, Лапсар ял тăрăх пуçлăхĕ:

– ЧР Пуçлăхĕ хăйĕн Çырăвĕнче территорисене тирпей-илем кĕртес, ялсен çывăхĕнче иртекен федераллă трасса пайне, ялсенчи урамсене çутăпа тивĕçтерес ыйтусене çĕклерĕ. Ялта пурăнакансемшĕн хытă сийлĕ çулсем, урамсенче çутăсем пурри пысăк пĕлтерĕшлĕ. Карачурасен, ачисене кÿршĕ ялсенчен кунти ача садне илсе çÿрекенсен ячĕпе ял тăрăх администрацийĕ çул урлă каçса çÿреме хăрушă пулнăран Карачура ялĕ тĕлĕнче светофор лартса пама ыйтнăччĕ – пирĕн ыйтăва тивĕçтерчĕç. Карачура çывăхĕпе иртекен федераллă трасса та çĕрĕпех çутă. Çакă çул çинче пыракан водительсене, çуран çÿрекенсене чылай пулăшу кÿрет, аварисен йышне чакарма май парать.

Лапсар тăрăхĕнчи ялсенче çутăпа тивĕçтернĕ – 8 ялта энергие перетлекен лампăсем вырнаçтарнă. Кăçал çак ĕçе Çатракасси ялĕнче те туса ирттерме тĕллев лартнă.

ЧР Пуçлăхĕ ялсенче хытă сийлĕ çулсем сармаллине те палăртрĕ. Вăл ялта пурăнакансем çак условисене тивĕçлĕ пулнине каларĕ. Ял тăрăхĕнче кашни çулах 1-2 ялта хытă сийлĕ çул сарма тăрăшатпăр. 2014 çулта Асаккассинче çул сарнă, çак ĕçе кăçал та малалла тăсăпăр.

Людмила СКВОРЦОВА, Шорчекассинчи пĕтĕмĕшле практика тухтăрĕ:

– Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çырура ачасем ытларах çурални пирки каларĕ: «Демографи енĕпе тытса пыракан патшалăх политикин законлă пĕтĕмлетĕвĕ республикăра юлашки виçĕ çулта шута илекен халăх йышĕ хăй хальлĕн ÿсни пулса тăчĕ. 2014 çулта вăл 848 çынпа танлашнă», – терĕ.

Ырă пулăм пирĕн тăрăхра та сисĕнет: малтанхи çулсенче çулталăкра 8-9 ача çуралатчĕ пулсан 2010 çултанпа 14 ача кун çути курать. Кунта патшалăх тĕрлĕ пулăшу пани ырă витĕм кÿрет ĕнтĕ: амăш капиталĕ, нумай ачаллă çемьесене çĕр участокĕсемпе тивĕçтерни тата ытти те.

2015 çула чĕре тата юн тымарĕсен чирĕсемпе кĕрешмелли наци çулталăкĕ тесе палăртрĕç. Сывлăх профильне йĕркелессине ырлатăп, кун пирки Михаил Игнатьев çапла палăртрĕ: «Чăваш Республикин сывлăх профильне туса хатĕрленĕ, вăл халăхăн пурнăç пахалăхне лайăхлатас тĕллевпе общество аталанăвĕн стратегине палăртать. 2015 çулта республикăри кашни муниципалитетăн, çавăн пекех кашни çемьен хăйĕн «Сывлăх профилĕ» пулмалла тесе шухăшлатăп». Пĕлтĕр пирĕн тăрăхри 106 ача, 227 аслă çын диспансеризаци тухрĕç. Çак процедура чирсене çийĕнчех палăртма май парать. Шанатăп, кашни çын хăйĕн сывлăхĕпе тата ытларах кăсăкланма пуçлĕ. Ку енĕпе унччен тĕрĕсленмен, уйрăмах туберкулез чирне палăртасси енĕпе тепĕр ырă пулăм пур, çынсем юлашки вăхăтра хăйсен сывлăхне тĕрĕслесе тăрассин пĕлтерĕшне ăнланма пуçларĕç.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости