Чăваш юманĕсене пăши шăлĕсенчен кам хÿтĕлĕ?

Чăваш Енре юманлăхсем хăрма тытăнсан вăрмансене çĕнетессипе нумай ĕç туса ирттерчĕç – типсе кайнă йывăçсене касрĕç, çав вырăнсене сухаласа çамрăк юман хунавĕсем лартрĕç. Çул çуккипе пуррине пăхмасăрах вăрманçăсем хунавсене вăрмана шала илсе кĕрсе шăтăксем туса вĕсене шăварса тăчĕç, калчасене лартма çывăхри ялсенчен ĕçлекенсене шырарĕç. Бригадăна пухса çитерсен ĕçе тытăнчĕç. Çак ĕçсене кĕске вăхăтра пурнăçламалла пулнă. Эпĕ хам та кашни çулах унта хутшăнса тăтăм. Ку вăрман хуçалăхĕнче вăй хуракансемшĕн питĕ йывăр ĕç. Акă, тĕслĕхрен, хунавсене лартрăмăр тейĕпĕр. Вĕсене вара пăхмалла – тăприне кăпкалатса тăмалла, çутăпа тивĕçтермелле. Пăхса тăнă хыççăн кăна вăрман çитĕнсе пулас ăрăва пахалăхлă йывăçпа савăнтарма пултарать.

Йывăçсене хурт-кăпшанкă кăна сиен кÿмест, тискер чĕрчунсем – вăрманта пурăнакан пăшисем – сăтăр кÿреççĕ. Пăшисем чи йăрăс та сывă юмансен – 20-30 çултисен, 12-16 диаметрлă вулăллисен – хуппине кăшлама юратаççĕ. Çÿхе юман вуллисене, лешсем хытă авăннăран, ытлах кăшлаймаççĕ. Тунине кăшласа янă юмансем вара хитре мар типĕ вулăллă пулаççĕ е хăрса пĕтме пултараççĕ.

Çакăн йышши юмансене курсан чĕре юнпа тулать, куççуль тухать. Вăрманçăсен ĕçĕ пăшисене пула тĕп пулать. Çакăн пеккине чăваш юманлăхĕсен чылай кварталĕнче курма пулать. Кунта ыйту сиксе тухать – чăваш юманлăхĕсенче пăшисем кирлех-ши?

Юмансене пăшисем хĕллехи вăхăтра нумай сăтăр кÿреççĕ. Çуллахи вăхăтра вĕсем курăк, çулçă çиеççĕ. Сăтăр кÿресрен сыхланас тесен çакăн пек сĕнÿсем пур:

 пăшисене ятарласа çывратса ярса тытмалла, хĕл каçма апатпа тивĕçтерсе тăракан ятарлă вырăна хупмалла;

 вĕсене юманлăхран аяккарах хăваласа ямалла;

 вĕсене çамрăк чăваш юманлăхĕсенчен аякра тытакан закон йышăнмалла.

 халăх умне лартнă çак ыйтăва министерствăсен, ШĔМ органĕсен, закон йышăнакансен тата ытти органсен пăхса тухмалла. Ку ыйту питĕ пĕлтерĕшлĕ. Чăваш юманлăхне сыхласа хăварасчĕ!

НИКОЛАЙ ИВАНОВ, КОЛЕШША

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости