Шупашкарта – çăмăл атлетсем

Августăн 3-мĕшĕнче ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Шупашкарти «Олимпийский» стадионта çăмăл атлетикăн Раççей чемпионатне уçнă çĕре хутшăннă.

Церемонире ытти сумлă хăнасем те пулнă. «Раççей чемпионатне Чăваш Енре ирттересси йăлана кĕрсе пырать. Июнь уйăхĕнче иртнĕ Европăн командăллă чемпионачĕ хыççăн ку ăмăрту пирĕн республикăра кăçал иртекен иккĕмĕш пĕлтерĕшлĕ спорт пулăмĕ. Чăваш çĕрĕ çинче августăн 22-мĕшĕнче Пекинра старт илекен çăмăл атлетика чемпионатне хутшăнма йĕркелекен РФ пĕрлештернĕ командине чăваш çĕрĕ çинче комплектланишĕн савăнатăп», – палăртнă Михаил Игнатьев.

Çăмăл атлетикăн пĕтĕм Раççейри федерацийĕн президенчĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Вадим Зеличенок стадионра хуçаланакан ырă лару-тăрăва палăртса хăварнă. «Июнь уйăхĕнче Шупашкарта çăмăл атлетикăпа Европăн командăллă чемпионачĕ иртрĕ, унта Раççейĕн пĕрлештернĕ команди çĕнтерĕве алран вĕçертмерĕ. Çакăнта пысăк тÿпе – куракансем хавхалантарса тăни, кунти, стадионти, лару-тăру», – пĕлтернĕ вăл хăйĕн шухăш-кăмăлне. Унпа çăмăл атлетикăпа Раççейĕн пĕрлештернĕ командин тĕп тренерĕ те килĕшнĕ. «Шупашкарти стадион пирĕншĕн тăван пек. Пире кунта ăмăртма килĕшет. Пире ку стадион ăнăçу та илсе килет – суйлав ăмăртăвĕсем иртнĕ чухне эпир ăнăçлă тупăшатпăр», – палăртса хăварнă вăл çăмăл атлетсене лайăх кăтартусем сунса.

Çăмăл атлетикăн Пĕтĕм Раççей федерацийĕн вице-президенчĕ, Олимп чемпионки, РФ Федераци Пухăвĕн федераци канашĕн членĕ Татьяна Лебедева Шупашкар Раççейĕн пĕчĕк хулисемшĕн ырă тĕслĕх пулнине, хăйĕн территорийĕнче тĕрлĕ ăмăрту – Раççей чемпионатĕнчен тытăнса тĕнче кубокĕн тата Европăн командăллă чемпионачĕсем таранах – йышăнма пултарнине палăртса хăварнă.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости