«Шурăмпуçсем» – Шупашкарта

Февралĕн 26-мĕшĕнче Шупашкаркассинчи Леонид Захаров ертсе пыракан «Шурăмпуç» фольклор ушкăнĕ республикăн тĕп хулинче хăйĕн пултарулăхне кăтартрĕ. Унта вăл Агрегат завочĕн культура çуртĕнче иртекен эстрада çăлтăрĕсен гала-концертне хутшăнчĕ.

Гала-концерта Леонид Антонов ертсе пычĕ. Чаршав сирĕлсенех куракан умне «шурă акăшсем» пек ярăнса утакан ушкăн пикисем тухрĕç. Чăваш хĕрарăмĕсен тумĕсене тăхăннăскерсем чи малтанах авалхи «Атте мана шур пÿрт лартса парас тет» юрра шăрантарчĕç. Унтан «саккăрла» ташша çаптарчĕç. Вĕсен ушкăнĕнчи параппанçă, пуçаруллă Зоя Аввакумова вара эстрада çăлтăрĕсемпе пĕрле тухса ташларĕ. Çакă ыттисене те ташша тухма хавхалантарчĕ. Тулли залра ларакансем тăвăллăн алă çупрĕç. Алексей Черновпа Светлана мăшăрĕ юрă хыççăн юрă шăрантарчĕç.

Елчĕк районĕн çар тумĕпе юрлакан каччă Çурçĕр Кавказра çарти тивĕçне пурнăçланă-мĕн – юррисем чуна витермелле шăранса тухни çавăнпа та ăнсăртран мар. Алексей Чернова Çурçĕр Кавказри çар операцийĕсене хутшăннисен республикăри союзĕн председателĕ Игорь Шумиков сцена çине тухса союз членне йышăннине çирĕплетекен 242-мĕш номерлĕ удостоверени парса чысларĕ.

Эмине премийĕн лауреачĕ, Чăваш наци культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Антонина Лукина тата пирĕн ентеш, Леонид Захаров вара çуркуннепе юрату çинчен юрларĕç. Сăмах май, пирĕн тăрăхри пултаруллă, çамрăк музыкант çак кунсенче кăна-ха хăйĕн пултарулăхне Яков Ухсай ячĕллĕ культура çурчĕн сцени çинче Антонина Лукинапа пĕрле кăтартрĕ.

Виçĕ сехете тăсăлнă гала-концертра сцена çинче Чăваш эстрада çăлтăрĕсем: Иван Христофоров, Виталий Иванов, Наталья Михайлова, Ангелинăпа Алина Варнасем, Вера Дивиденко, Дипендра Мани пулчĕç. Паллă артистсемпе танах «Шурăмпуç» ушкăн дебючĕ те куракан кăмăлне тупрĕ. Шупашкарсем хăнасене тăвăллăн алă çупса, алă тутăрĕсемпе сулса сывпуллашни те çакнах çирĕплетрĕ.

Николай Смирнов, Атăлъял

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости