Шăнкас «Шурă акăшĕсем»

Шăнкасри «Шур акăш» хора 12 çын çÿрет. Пултарулăх коллективне 2013 çулта Людмила Васильева баянист йĕркеленĕ. Паян вара ăна Юрий Сергеев ертсе пырать. Унта çÿрекенсен йышĕнче çамрăксем сахал мар. Акă, Ольга Михайлова 30 çултан кăна иртнĕ-ха. Чи асли вара – 70 çула çывхаракан Елена Митрякова. Вăл хора чи малтан çÿреме пуçланисенчен пĕри. Хĕрарăмсем репетицисене каç-кÿлĕм выльăх-чĕрлĕхе хупсан, килти ĕçсене пĕтерсен пухăнаççĕ. Людмила Матвеева, Роза Романова, Алина Суркина, Маргарита Антонова, Руфина Бородова, Елена Николаева, Галина Егорова, Ольга Михайлова, Елена Митрякова, Ираида Иванова, Маргарита Ильина, Надежда Ефимова – пĕринчен тепри маттур. Юрий Сергеев эрнере темиçе хут Шупашкартан репетицисене çÿрет.

Хор пилĕк тĕрлĕ тумпа сцена çине тухать. Кунта чăваш тĕрриллĕ юбкăпа çÿхе кофта, Çĕнтерÿ кунĕнче тухса юрлама çĕленĕ вырăс костюмĕ, сурпанлă, хушпуллă чăваш çи-пуçĕ пур. Кунсăр пуçне ĕлĕкхи мăн асаннесен сăхманĕсем те, вĕсене хăш-пĕр çĕрте кĕве те çиме пуçланă ĕнтĕ, упранаççĕ. Репертуарта – вырăс, ĕлĕкхи чăваш халăх юррисем. Вĕсемпе артистсем республика, район фестивалĕсенче халăха савăнтараççĕ. Çитес вăхăтра «Телеюрă» кăларăма хутшăнас кăмăл та пур вĕсен.

АНЖЕЛИКА ТИХОНОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости