Ырă йăласен вăчăри

Кăçал эпир литература çулталăкне тата К.Иванов çуралнăранпа 125 çул çитнине харăсах паллă тăватпăр. Çавна май чăваш чĕлхипе литература предметне вĕрентекенсемшĕн ĕç тупăнсах пырать: вĕсем тĕрлĕрен уяв, литература каçĕ, конкурс, тĕл пулу йĕркелеççĕ. «Тăван Ен» хаçатра шкул ачисем çырнă калавсем, сăвăсем, заметкăсем пичетленеççĕ.

Тăван чĕлхене юратма, унпа пурнăçра куллен усă курма хăнăхтаракан учитель нумай. Вĕсенчен пĕри – эпĕ паллакан Галина Смирнова. Темиçе çул каялла вăл Çĕньял-Покровски вăтам шкулĕнче ĕçлеме тытăнчĕ. Унччен кунта чăваш чĕлхипе литературине Тамара Горбунова вĕрентнĕ. Тамара Самсоновнăн уроксем ирттерес ăсталăхне тĕпе хурса, унăн ĕçри çĕнĕлĕхĕсене малалла аталантарса тимлет халĕ Галина Аркадьевна.

Эпĕ унпа кăçал апрель уйăхĕнче тĕл пултăм. Ун чух Пархикассинчи культура çуртĕнче поэзи кунĕ иртрĕ. Галина Аркадьевна вĕренекенĕсем паллă классиксен сăввисене вуларĕç – вырăсла та, чăвашла та. Уява пынă Т.С. Горбунова, Г.П. Мочалова, Р.А. Горшкова, Ю.П. Панина, Т.К. Верендеева поэзин асамлă тĕнчи çинчен тухса калаçрĕç.

Галина Аркадьевна Çĕньял-Покровски тăрăхĕнчи çынсене палланă май ялсен историне те пĕлме тăрăшать. Аслă Çĕнтерĕвĕн 70 çулхи юбилейĕ тĕлне хастар вĕрентекен шкул ачисене Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă çынсем çинчен çырнă сочиненисен конкурсне хутшăнма хавхалантарчĕ. Çак яваплă ĕçе ирттерме ăна «Край родной Синьял-Покровский» кĕнекери статьясем пулăшрĕç. Район хаçатĕнче «77 çыру халь те упранать», «Рейхстаг çинчи ят», «Америка салтакĕсем вырăсла калаçатчĕç» ятлă сочиненисем пичетленсе тухрĕç. Вĕсене конкурса тăратнă ачасем районта тата республикăра 1-мĕш тата 2-мĕш вырăнсем йышăнчĕç.

10 çул каялла ун чух пурăннă вăрçă ветеранĕсенчен ыйтса çырнă хамăн статьясем сочинени çырма юрăхлă пулни мана савăнтарать. Г.А. Смирнова вăрçă паттăрĕсен мухтавлă ячĕсене вĕсен мăнукĕсене, ял çыннисене тепĕр хут аса илтерни питĕ пĕлтерĕшлĕ-çке. Апла пулсан вăл çак ĕçе пуçарнине ырламалла кăна. Ачасем те ÿркенмесĕр хăйсемех чăвашла çырма хăнăхса пырĕç.

«Тăван Ен» хаçатри шкул пурнăçне çутатакан рубрикăна Т.С. Горбунова тăтăшах материалпа тивĕçтеретчĕ. Г.А. Смирнова та хаçатпа тачă çыхăну тытать. Ÿлĕмрен те вăл малтисен ретĕнче пырасса шанатпăр.

ТАМАРА ВЕРЕНДЕЕВА, ÇĔНЬЯЛ-ПОКРОВСКИ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости