Ырă хыпара ĕненесшĕн пулман…

Юлашки вăхăтра «Тăван Ен» хаçат редакцийĕнче çын татăлмасть темелле: кăçалхи пĕрремĕш çур çулта хаçата илсе тăма çырăннă вулакансен хушшинчи лотерея вылявне хутшăнса парне çĕнсе илнисем пĕрин хыççăн тепри кĕре-кĕре тухаççĕ.

Çак кунсенче тĕп парнен – 8 пин тенкĕлĕх алăк комплекчĕн – хуçи Карантайри Ираида Семенова та килчĕ. «Тăван Ен» хаçата хĕрарăм чылай çул – «Ленинец» ятпа тухнă вăхăтранах – çырăнса илет, анчах та редакци ирттерекен лотерея вылявне пĕрремĕш хут хутшăннă. Тĕрĕссипе, çĕнтерессе шанман та. Кÿкеçрен ырă хыпар çитсен те ĕненесшĕн пулман-ха, алăк комплектне тÿлевсĕр илмелли сертификата алла тытсан тин ку тĕлĕк маррине ăнланнă.

Килĕнче пÿлĕмсем хушшинчи алăка улăштарас шухăш пулнă унăн, çавăнпа та ку парне хĕрарăмшăн питĕ вырăнлă. Вылявра çĕнтерни Ираида Семеновăна усă çеç кÿмерĕ иккен, район хаçатне малашне те çырăнса тăма хавхалантарчĕ, хăйĕн валли кăна мар, çывăх çыннисем валли те. «Ачасене парне тăвăп, вĕсене пурне те «Тăван Ен» çырăнса парăп», – савăнăçлăн пĕлтерчĕ алăк хуçи.

Любовь Семенова

Парнесене тивĕçнисен йышĕнче Кипечкассинчи Рена Русакова та пур. Вăл шыв тасатмалли фильтра выляса илчĕ.

Рена Хыркассинчи почта уйрăмĕнче тăрăшать, хăйсен ялĕнче хаçат-журнал валеçет. Почта уйрăмĕ «Тăван Ен» хаçата кăçалхи çур çулта илсе тăма пĕтĕмпе 190 экземпляр таран çырăнтарнă. Вĕсен шутĕнчен, чи нумаййи 66 экземпляр – Кипечкасси тата Атăлъялпа Хорнсор ялĕсен. Иртнĕ çул йыш хушса ача пăхмалли отпуска кайиччен çак уйрăмра Ренăн хĕрĕ Лиза операторта ĕçлерĕ. Сăмах май, Атăлъялпа Хорнсор ялĕсене хаçат-журнал çитерме çак йĕркесен авторĕ пулăшать. Ĕçтешĕм хаçатран паха парне выляса илни почта çыхăнăвĕн уйрăмĕнче малашне те тăрăшса ĕçлеме хавхалантарнине пĕлтерчĕ.

Николай Смирнов, Атăлъял

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости