«Эпир ас тунă чухне вĕсем чĕрĕ»

Ачасене тĕрлĕ меропритие явăçтарса дисциплинăллă, çирĕп çитĕнтерме май пур. Вăрман-Çĕктер ял тăрăхĕнче ĕçлĕ çул çÿревпе пулнă май йĕлтĕрçĕсен йăлана кĕнĕ çурхи ăмăртăвне уçнă чухне те Шупашкар райадминистраци пуçлăхĕ Георгий Егоров çакна палăртрĕ.

Вăл Çÿлтикасси шкулĕнче вĕреннĕ, Чечен Республикинчи терроризма хирĕçле операцисене хутшăнса паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ ФСБ капитанне Леонид Ильина тата Анатолий Лебедев рядовоя халалласа кăçал вуннăмĕш хут иртрĕ. Вĕсем иккĕшĕ те – Паттăрлăх орденĕн кавалерĕсем. Ку наградăна ентешсем вилнĕ хыççăн тивĕçнĕ.

Георгий Иванович хăйĕн сăмахĕнче чăн-чăн спортсменсем тренировкăсенче, çĕнтерÿçĕсем вара шăпах çакăн пек стартра çуралнине каларĕ. «Пĕрремĕш хут йĕлтĕр сыракансемшĕн старта тăни паян хăех çĕнтерÿ»,– терĕ вăл.

Райадминистрацин вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕ Борис Романов паян «никам та манăçман, нимĕн те манăçман» лозунгпа иртекен мероприятисем нихçанхинчен те пĕлтерĕшлине палăртрĕ. Вăрман-Çĕктер ял тăрăх пуçлăхĕ Евгений Хорасев çакăн пек хастар çамрăксенче ял тăрăхĕн пуласлăхĕ пулнине палăртрĕ. Федерацин хăрушсăрлăх службин республикăри управленийĕн, çар тивĕçне Çурçĕр Кавказра пурнăçланисен пĕрлешĕвĕн представителĕсем хăйсен сăмахĕнче çамрăксене сывă пурнăç йĕркин витĕмлĕ пĕлтерĕшĕ пирки ĕненмелле ăнлантарчĕç. «Эпир вĕсем çинчен аса илнĕ чухне ентешсем яланах сывă пулĕç. Пуç хунă юлташсен ячĕпе, вĕсен ас тăвăмне упрас тĕллевпе – çакăн йышши мероприятисене йĕркелемеллех», – терĕç вĕсем. Хăйсем хыççăн тăван çĕршыва хÿтĕлес тивĕçе тăсакан çамрăк ăрăва салтак атти тăхăнма юрăхлă пулмашкăн сывлăх сунчĕç. Çакна валли вара, паллах, спортпа çывăх туслашмалла. Ку енĕпе шкул ачисен аслă тусĕсем – паттăрсен юлташĕсем – тĕслĕх пулса тăраççĕ. Кунашкал мероприятисене куллен йĕркелессине вĕсем хăйсен тивĕçĕ пек йышăнаççĕ. Чечен çĕрĕ çинчи хăрушă çапăçусенчен таврăнайман юлташĕсен кил-çурчĕ патне çитиччен вĕсем тăрăшнипех чул çул сарнă. Отсавкăри полковник, директорăн шкулта воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Владимир Эльмен, запасри подполковник, çакăнта ĕçлеме пуçланăранпа вара ачасен пĕр пушă вăхăт та çук: ăмăртусем улшăнсах тăраççĕ. Вĕсене пурне те пĕр тĕллев пĕрлештерет – ачасемпе çамрăксене сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарасси, патриотлăх туйăмне аталантарасси.

Старта пĕрремĕш класра вĕренекенсем чи малтан тăчĕç. Вĕсене Галина Кудряшова класс ертÿçи хавхалантарса пычĕ. Ку шкулăн çитĕнÿсем çук мар. 8-мĕш класра вĕренекен Александр Улеев çăмăл атлетика енĕпе тата йĕлтĕрпе чупассипе – район чемпионĕ. Пĕр ăмăртуран та призлă вырăнсемсĕр таврăнмасть. Спорта юратасси хăйне ашшĕ-амăшĕнчен куçнă тесе шухăшлать. «Ку мана сывлăх тĕлĕшĕнчен çирĕпленме пулăшать, хавхалантарать», – тет вăл.

Çĕнтерÿçĕ команда федерацин хăрушсăрлăх служби çирĕплетнĕ кубока тивĕçрĕ. Мала тухнисене ыттисене пурне те дипломсемпе, медальсемпе тата парнесемпе чысларĕç.

Сăмах май

Мартăн 1-мĕшĕнчен Шупашкар районĕнче «Çамрăксем – сывă пурнăç йĕркишĕн» акци пуçланчĕ. Вăл апрелĕн 30-мĕшĕччен тăсăлĕ. Çак хушăра ачасемпе çамрăксен хăйсене тĕрлĕ спорт мероприятийĕсенче тĕрĕслеме май пулĕ.

ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости