Юбилейлă уяв халăха савăнтарчĕ

Августăн 27-мĕшĕнче Вăрман-Çĕктер ял тăрăхĕнчи Шарпаш ялĕнчи клуб умĕнчи хĕвеллĕ лапамра 10-мĕш хут ял уявĕ иртрĕ. Ăна хатĕрленсе Любовь Моисеева ирех хуран çакса ячĕ, Людмила Матвеева сăра вĕретсе хатĕрлерĕ.

Малти тенкелсем çине ялти аслă, сумлă çынсем вырнаçрĕç. Уява Татьяна Языкова ертсе пычĕ. «Асран кайми аки-сухи» юрă хыççăн ял старости Анатолий Моисеев, унăн мăшăрĕ Любовь хаклă хăнасене çăкăр-тăварпа, чĕрес сăрапа кĕтсе илчĕç. Ял çыннисене уяв ячĕпе райадминистраци пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Димитриев, райадминистраци вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕ Борис Романов, Вăрман-Çĕктер ял тăрăх пуçлăхĕн çумĕ Александр Кудряшов, вырăнти депутатсем саламларĕç. Владимир Димитриев пухăннисене уяв ячĕпе саламланă май район пурнăçĕпе кĕскен паллаштарчĕ. Борис Романов уяв тата çывхарса килекен вĕренÿ çулĕпе саламларĕ. Вăл Шарпаш ачисем çÿрекен Салапайкасси шкулĕнче вĕренÿ çулĕ умĕн ăшă туалет хатĕрлени пирки каларĕ. Александр Кудряшов ял пурнăçĕнче палăрнă хастарсене кашниех тав турĕ. Тав хучĕсене Антонина Бронюшкина, Германпа Людмила Матвеевсем, Сергейпе Марина Тихоновсем, Брониславпа Светлана Гайковсем, Станислав тата Людмила Молтушкинсем, Анатолийпе Эмилия Извановсем тивĕçрĕç.

Извановсем 45 çул хушши пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнаççĕ. Ялти чи аслă çын Зоя Иванова 92 çул тултарнă. Чи кĕçĕнни Языковсен пĕр уйăхри ывăлĕ Михаил пулчĕ. Кăçал Никита Гайковпа Ксюша çĕнĕ çемье çавăрнă. Ял юбилярсемпе те пуян иккен: Нина Волкова 90 çулта, Геннадий Герасимов 85 çулта; Анатолий Изванов, Герман Матвеев, Валентина Агандеева 75 çулсенче, Римма Алендеровăпа Галина Якимова 70 çулсенче. 77 çулти Зоя Изванова 9 мăнуклă тата 7 кĕçĕн мăнуклă. Пурте парнесене тивĕçрĕç.

Харсăррисем хăйсен вăйĕсене спортăн тĕрлĕ тĕсĕсенче тĕрĕслерĕç. Алă вăйĕпе, экспандерпа тупăшса 115 очко пухнă Иосиф Матвеев мала тухрĕ. Канат туртнă çĕрте ачасемпе хĕрарăмсен команди çĕнтерчĕ. Çĕнтерÿçĕсене пылак кучченеçсем лекрĕç.

Ял ачисем тăван тăрăха асра тытса, юратнине палăртса чăвашла сăвăсем янраттарчĕç. Юрă-кĕвĕпе вара Шарпашри Герман Матвеев купăсçă ертсе пыракан «Мерчен» тата Малти Ункăпуçĕнчи Геннадий Якимовăн «Ункă шевлисем» пултарулăх ушкăнĕсем савăнтарчĕç. Çăпата сырнă «Мерчен» ушкăн чăваш халăх юррисене питĕ ăста юрларĕ. Чечен вăрçин ветеранне Петр Максимова купăспа каланă «Мĕншĕн татрăм-ши?» юрăшăн тăвăллăн алă çупса тав турĕç. Юрă хыççăн юрă юхса саланчĕ çывăхри йăмраллă икĕ пĕве хĕрринелле. Хăнасене, ял çыннисене авалхи йăлапа урамри уяв сĕтелĕсем хушшинче сăйларĕç.

Николай Смирнов, Атăлъял

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости