Яланах пултăр анне!

Иртнĕ эрнере Вăрман-Çĕктер ял тăрăхĕнчи Малти Ункăпуç клубĕнче Пĕтĕм тĕнчери Аннесен кунне уявларĕç. Культура çуртне хĕрарăмсемпе ачасем йышлăн пухăнчĕç. Сцена çинче «Яланах пултăр анне» тесе çырнă плакат уяв сĕмне уçса пачĕ. Кунтах ачасен ал лапписенчен хутран каснă ÿкерчĕкĕсене курма пулатчĕ.

Амăшĕсене ял тăрăх пуçлăхĕ Олег Ерманов тата ытти сумлă хăна саламларĕ. Райадминистрацин вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕ Борис Романов тăлăх ачасене усрава илнĕ амăшĕсене, райадминистраци пуçлăхĕ Георгий Егоров ячĕпе, тав хучĕсемпе, парнесемпе чысларĕ. Вĕсен шутĕнче: Светлана Васильева, Елена Афандерова, Эмма Катушкина, Марина Драпова. Олег Ерманов аллинчен Римма Федимирова, Раиса Ванеева, Зоя Ярдухина, Мария Вострейкина, Антонина Иконникова тав хучĕсене илчĕç. Николай Хорасев депутат Станъялăн хастар хĕрарăмне Зоя Аввакумовăна хисеп хучĕпе чысларĕ. Çавăн пекех Вячеслав Спиридонов Варпуçĕнчи 7 ача амăшне Татьяна Янышковăна, Малти Ункăпуçĕнчи 3 ача амăшне Алина Ванеевăна, Станъялĕнчи Римма Никитинăна парне пачĕ.

Концерта Малти Ункăпуçĕнчи Вячеслав Спиридонов ертсе пыракан «Илем» ушкăн (баянисчĕ Геннадий Якимов) пуçларĕ, хăйсен юрри-кĕввипе савăнтарчĕ. 1-мĕш класа каякан Аня Рязанова «Анне» юрра питĕ çемçен юрласа залри хĕрарăмсене чĕререн савăнтарчĕ. Аслисенчен Константин Ярдухин – юрăпа, Нина Ванеева сăвăпа тухрĕç. Уява, вăрăм çула кĕскетсе, Çĕрпÿ районĕнчи Кăшаркасси культура çурчĕ çумĕнчи Михаил Андреев ертсе пыракан «Юрлакан чĕресем» фольклор ушкăнĕ килсе çитрĕ. Пурĕ 18-ăн. Вăл клуб ертÿçине çĕнĕ клуб ячĕпе парне пачĕ. Вĕсем юрă-ташăпа кăна мар, пурнăçран илнĕ сценкăсемпе куракансене тĕлĕнтерчĕç.

НИКОЛАЙ СМИРНОВ, Атăлъял

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости