Ял пурнăçĕ пĕрре те кичем мар

Çăварни уявне иртересси ĕлĕкех чăвашра анлă сарăлнă. Ачасем ир-ирех çÿллĕ ту çинчен çунашкапа ярăнса инçерех каяссишĕн вăй виçнĕ. Çуна самай аякка кайсан тулă, кантăр çÿллĕ те тулăх пулать тенĕ, инçех каймасан – лутра. Яшсем лаша кÿлсе хĕрсене çунасем çине лартса катаччи чуптарнă. Хĕрупраçсем çăварни эрнинче çунапа туртайман каччăсене тăрăхласа такмаксем каланă. Ватти-вĕтти çăварнине тăрăшса хатĕрленнĕ, вĕри çатма çинче икерчĕ пĕçернĕ, сăра вĕретнĕ, кукăль ăсталанă, тăванĕсене хăнана йыхравланă…

Хальхи саманара катаччи чупма лашасем те çукпа пĕрех, çунашкапа ярăнма тухиччен ачасем ытларах чухне телевизор е компьютер умĕнче ларма кăмăллаççĕ. Мухтав турра – пурте мар. Акă февралĕн 22-мĕшĕнче Кÿкеçри спортпа сывлăх центрĕнче сакăр команда футболла вылярĕç. Малти вырăна Çырмапуç ял тăрăхĕн «Чикаго-1» команди йышăнчĕ, 2 – 3-мĕш вырăнсене – Кÿкеçĕн «Бурилы» йышĕ, «Воля» СК. Хĕрĕхрен иртнĕ арçынсем тепĕр куннех сăран мечĕк хăвалас енĕпе тупăшрĕç. Чи вăйли Ишлейри «Старт», вĕсем хыççăн – «Алрост», кÿкеçсем, шорккасем пулчĕç.

Çатра-Хочехматра пурăнакан ял-йыш та уяв кунĕсене хаваслăрах ирттерес шухăшпа, концерт курас шутпа Шорккари хисеплĕ халăх ятне илнĕ «Туслăх» фольклор ансамбльне хăнана йыхравларĕ. Палăртнă кунхине пилĕк çăмăл машинăна вырнаçса шорккасем Çатракасси клубне çитрĕç. Икĕ пайран тăракан программа хатĕрленĕ вĕсем. Малтан концерт, ун хыççăн – спектакль. Зала халăх нумаййăн пуçтарăннă. Концерт программине Людмила Платонова ертсе пычĕ. Вăл ял ĕçченĕсене уяв ячĕпе саламларĕ, сывлăх, ăнăçу, телей сунчĕ. Вара пуçланчĕ хаваслă юрă-кĕвĕ! Сцена çинче ĕлĕк мĕнле çăварни уявне ирттернине те кăтарса пачĕç: кил хуçисем Шура Журавлевăпа Венямин Семенов хăнасене сăрапа, икерчĕпе сăйларĕç. Юррисем пĕринчен тепри хаваслăрах: такмакласа ташланă чух пĕр вырăнта чăтса ларма май çук. Юрри-ташшине пултарулăх ертÿçи Николай Сусарин артистсене вĕрентнĕ. Çак йĕркесен авторĕпе пĕрле вĕсем иккĕшĕ Тăван çĕршыв Хÿтĕлевçин кунĕпе саламласа ял ĕçченĕсене «Çĕрпÿртре» мини-спектакль кăтартрĕç. Юрий Семенов баянпа каласа «Эс кĕтетни?» юрра пĕр чиперккене парнелерĕ. Зинаида Иванова купăспа каласа Ухтеркке мучин юррипе килентерчĕ. Кашни юрă-ташă хыççăн тав туса курма килнĕ çынсем тăвăллăн алă çупрĕç, пĕлнĕ юрăсене артистсемпе пĕрле хаваслăн шăрантарчĕç.

Программăн иккĕмĕш пайĕнче шорккасем «Вĕрентеççĕ арăмсем» комеди кăтартрĕç. Венямин Семенов, Шура Павлова, Римма Амурцева, Шурăпа Владимир Журавлевсем хăйсене шанса панă рольсене питĕ тăрăшса вылярĕç. Кулăшла самантсен вăхăтĕнче куракансем хырăмĕсене икĕ алăпа тытсах кулчĕç.

Çакăн пек концертсем, спектакльсем ялта пурăнакансене кирлех: пĕрре чăваш юрри-кĕвви упранать, тепре укçа перекетленет – хулана кайса-килсе тăкакланма тивмĕ.

Уяв ячĕпе райадминистрацин культура пайĕнче аслă методистра ĕçлекен Любовь Виноградова саламларĕ, арçынсене парнесем пачĕ. Çатра-Хочехмат клуб заведующийĕ Зоя Петрова артистсене, курма килнĕ çынсене кĕрекене йыхравласа тин çеç кăмакаран кăларнă кукăльпе, çатма çинче чашкăртса илнĕ икерчĕпе, чейпе хăналарĕ.

Николай Платонов, Шоркка

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости