Янра, янра эс, юрă!

Канмалли кунсенче Кÿкеçри тĕп культура çуртĕнче районти вĕрентÿ учрежденийĕсенчи хор коллективĕсен, вокал ансамблĕсен, солисчĕсен хушшинче «Янра, юрă!» конкурс иртрĕ. Мероприятие 19 шкулти 267 пултаруллă вĕрентекен хутшăнчĕ.

Жюри членĕсем 3 ÿсĕмри ачасем тĕрлĕ номинацире шăрантарнă 48 юрра итлесе хак пачĕç. Тĕрлĕ пултарулăх номерĕсенче эстрада тата халăх юррисем, фольклор композицийĕсем янăрарĕç. Жюри членĕсене чи маттуррисене суйласа илме пачах та çăмăл пулмарĕ, пурте конкурса тăрăшсах хатĕрленни палăрчĕ.

Хорсен йышĕнче Çĕньял-Покровски (1-мĕш вырăн), Ишлей (2-мĕш вырăн), Чăрăшкасси тата Çатра Хочехмат (3-мĕш вырăн) шкулĕсем палăрчĕç. Вокал ансамблĕсем халăх юррисене шăрантарса пĕр-пĕринпе тупăшрĕç. Ăсталăх енчен Çĕньял-Покровски шкулĕн ансамбльне çитекен пулмарĕ, Кÿкеçри 1-мĕш тата Çатра-Лапсар шкулĕсем 2-мĕш вырăна çĕнсе илчĕç, Янăш шкулĕн ансамблĕ вара 3-мĕш пулчĕ.

Фольклор ушкăнĕсенчен жюри членĕсем Çĕньял-Покровски шкулĕ çумĕнчи пултарулăх çуртĕнче артист ăсталăхне туптакансене тата Вăрман-Çĕктер шкулне палăртса хăварчĕ. Эстрада юррисене шăрантарса Кăшавăш шкулĕнчи вокал ансамблĕ малти вырăна тивĕçрĕ. Кÿкеç лицейĕн вĕренекенĕсем 2-мĕш, Янăш тата Тутаркасси шкулĕсенчи вокал ансамблĕсем 3-мĕш вырăнта пулчĕç. 1-4 класра вĕренекен çамрăк юрăçсенчен Çатра Хочехмат шкулĕнчи Елена Алексеева куракансене халăх юррипе тыткăнларĕ. Вăтам классенче вĕренекенсенчен Кÿкеçри 1-мĕш шкулта ăс пухакан Дарья Алексеева, асăннă шкул çумĕнчи пултарулăх çурчĕн вĕренекенĕ Екатерина Иванова куракансен кăмăлне тупрĕç. Аслă классенчи ачасен хушшинче Шăмăш шкулĕн вĕренекенĕ Никита Павлов, Кăшавăш шкулĕнче ăс пухакан Дарья Федорова палăрчĕç.

Жюри членĕсем эстрада юррисене ăста шăрантаракансене те палăртмасăр хăвармарĕç. 1-4 мĕш классенче вĕренекен чи пултаруллă ачасен йышне Кÿкеç лицейĕнчи Екатерина Владимировăна, Чăрăшкасси шкулĕнчи Кирилл Иванова, Кÿкеçри 1-мĕш шкул çумĕнчи пултарулăх çуртне çÿрекен Анна Агеносовăна кĕртнĕ вĕсем. Вăтам классенчи солистсенчен çаксем палăрчĕç: Толик Хураски шкулĕнчи Татьяна Павлова, Кÿкеç лицейĕнчи Роман Егоров, Ишекри Павел Никифоров, Кÿкеçри 1-мĕш шкул çумĕнчи пултарулăх çуртне çÿрекен Даниил Петров, Тутаркасси шкулĕнчи Яна Петрова. 9-11 классенче вĕренекенсенчен Вăрман-Çĕктер шкулĕнчи Татьяна Кудряшовăна палăртрĕç.

АННА ФИЛИППОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости