«М-7» федераллă автотрасса тăрăх Вăрнар енне каякан çулпа çÿрекенсем çу кунĕсенче машинăсен тем вăрăмăш «пăкки» çинчен аван пĕлеççĕ. Уйрăмах шăмат кунпа вырсарни кун çула тухма хăрамалла. Çу кунĕсенче Красноармейски, Элĕк, Вăрнар районĕнчен килекенсем Чаканар, Вăрăмту патне çитичченех «пăкка» лекетчĕç. Кăçал çимĕкре машинăсен «пробки» Красноармейски пăрăнчăкĕнченех пуçланнă тенине илтнĕччĕ.
Ял витĕр ыткăнаççĕ…
Мĕн çыхăнтарать-ха районти Сарапакасси ялĕпе машинăсен «пробкине»? Нумайăшĕ тавçăрса та илеймеççĕ пуль. Акă мĕн: çу кунĕсенче «пăкка» лекес мар тесе машинăпа çÿрекенсем Сарапакасси урлă Вăрнар çулĕ çине тухаççĕ иккен. Чылайăшĕ ялăн «Октябрьская» тата «Угловая» урамĕсем витĕр çÿреççĕ. Ялта пурăнакансен сăмахне ĕненсен руль тытса пыракансем ял хушшипе пынă чухне те хăвăртлăхне чакарасшăн мар. Вĕсем хыççăн вара асфальт сарман çул çинче çур сехетсĕр те лăпланман тусан мăкăрланса юлать, кантăксем, çуса çакнă япаласем самантрах хуралса лараççĕ. Кунта пурăнакансем хăйсен ачисене, мăнукĕсене урама уçăлса çÿреме, выляма кăларма та хăракан пулнă. Ял çыннисем каланă тăрăх, хăш чухне чăх-автан та кустăрма айне выртса юлать. Сарапакассисем 2-3 çул çапла пурăнсан чăтайман, калаçса татăлса шлагбаум лартма тĕв тунă. Лартнă та…
Сарапакассинче «Тăван Ен» хаçат журналисчĕсем те пулса курчĕç, çынсемпе тĕл пулса калаçрĕç. Ял старости Николай Трофимов шлагбаума ялти çынсем пĕрле канашласа лартнине пĕлтерчĕ. «Машинăсем кăнтăрла кăна мар, çĕрле те каллĕ-маллĕ чупаççĕ кăна. Уйрăмах дискотекăсене çÿрекен çамрăксем кĕрлеттерсе çÿреççĕ. Вĕсен йышĕнче эрех-сăрапа туслисем те çук мар-тăр. Ара, уй-хирте ГИБДД машинисем çÿремеççĕ, чарса тĕрĕслекен çук. Машинăсем çак вырăнтан ан çÿреччĕр тесе паллăсем те лартса хутăмăр, усси çук. Шар кураканнисем вара эпир – ял çыннисем», – пĕлтерчĕ ял старости. «Юрать, пылчăкра кунтан çÿреймеççĕ. Асфальт сарман çула май пур таран юсакалама тăрăшатпăр, машина нумай çÿренипе вăл арканать. Ялта хытă сийлĕ çул сарас ыйтупа ял тăрăх пуçлăхĕпе темиçе те калаçнăччĕ», – пĕлтерчĕç хăйсен шухăшĕсене ялта пурăнакансем. «Чăтса пулмасть, хамах карта тытатăп!» – илтĕнчĕ тепĕр сасă.
Çăрапа питĕрнĕ шлагбаум
Шлагбаума лартсан сарапакассисем ăна питĕрсе илмелле тунă, çăра çакнă. Машинăпа çÿрекенсем алăк хупă пулнине кура каялла çаврăнасса, çак çула манăçа кăларасса шаннă. Вăл тÿрре тухман, ял çыннисемех алăка çĕмĕрме пикеннĕ. Иртен-çÿрен водительсем çынсемпе ятлаçнă, юнашар кил-çуртсене вут чĕртсе çунтарассипе хăратнă. Кунта пурăнакансем полици ĕçченĕсене те чĕннĕ. Çăхав илсенех ял тăрăх администраци пуçлăхĕ çăрана кăларса илсе кайнă. Паянхи куна шлагбаума çекĕлпе кăна питĕрме пулать, кăнтăрла алăксене уçах тытаççĕ.
«Ялăн тепĕр енче хытă сийлĕ çул пур, машинăсен унтан çÿремелле. Анчах тÿррĕн çÿреме хăнăхнăскерсем 500 м ытларах каясшăн мар, хăнăхнă йăлапа асфальт сарман çулпах çÿресшĕн. «Октябрьская» тата «Угловая» урам пăрăнчăкĕнче çулĕсем лупашкаллă, шăтăк-путăклă. Çынсем унта чулсем пăрахкаланă пулин те иртен-çÿрен машинăсем çула аркатсах тăраççĕ. Пĕлтĕр машинăсене ку урампа çÿреме пăрахтарас тĕллевпе шăтăксем те чавса пăхрăмăр, усси пулмарĕ – иртсе каякан экскаватор шăтăксене хупласа хăварчĕ…» – каласа пачĕ Николай Трофимов.
«М-7» автотрасси тулса кайни, таврари çул кирли çинчен хаçат-журналта та, телевиденипе радиора та час-часах асăнаççĕ. ЧР транспорт министрĕн ĕçĕсене вăхăтласа пурнăçласа пыракан Владимир Степанов пĕлтернĕ тăрăх, тавра çула 2016-2022 çулсенче тумалла. Ун чухне «М-7» автотрасса кăшт та пулсан пушанасса кĕтеççĕ. Сарапакасси ялĕнчи «Октябрьская» тата «Угловая» урамсенче пурăнакансен çавăнчченех тусан çăтса пурăнма лекĕ-ши?
Сăмах паратпăр
Егор БОРИСОВ, пушар надзорĕн районти уйрăмĕн аслă инспекторĕ:
– Ялсенче хапха тытасси йăлана кĕнĕ пулăм, ăна хупса уçма май пултăр. Сарапакасси ял çыннисем шлагбаум лартса çăрапа питĕрсе илмелле тунине ырлама май çук. РФ пушар хăрушсăрлăхĕн правилисем тăрăх организаци ертÿçисен (çав шутрах ял тăрăх пуçлăхĕсем те) хăйсен территорийĕнчи пушар машини кĕмелли çулсене кирек хăш вăхăтра та ирĕклĕ тытмалла. Пушар сиксе тухас пулсан çăрапа питĕрсе тăракан алăка уçса тухасси пушар сÿнтерекен техника валли чăрмав кăларса тăратать, вăхăт çухалать. Хапхасене çав сăлтавпах çăрапа питĕрме юрамасть.
Дмитрий ЯКИМОВ, Сарапакасси ял тăрăх пуçлăхĕн çумĕ:
– Халăха ăнланма пулать, «Угловая» урамри çулсем чăннипех те начартарах, кунта пурăнакансем çулсене хăйсен укçи-тенкипех юсакаласа тăма тăрăшаççĕ. Ял витĕр çăмăл машинăсем кăна мар, пысăк тиевлĕ техника та çÿрет, çулсем çĕмĕрĕлеççĕ. Водительсене чарса калаçни, ăнлантарни те пулăшмасть. Мĕн ĕмĕртен ялсенче хапха тавраш пулнă, сарапакассисем шлагбаум лартрĕç. Ăна çăрапа питĕрсе илмелле пулман. Кунти халăхпа ял тăрăх пуçлăхĕ Павел Амурцев калаçнă, ăнлантарнă. Паянхи кун шлагбаума çăрапа питĕрсе илмеççĕ, çекĕлпе кăна çаклатаççĕ.
ДЕОМИД ВАСИЛЬЕВ