Икĕ çын вилĕмĕпе, ачасем йывăр суранланнипе вĕçленнĕ хăрушă аваришĕн айăплă 28 çулти Сергей Белов тĕлĕшĕпе çак кунсенче район сучĕ йышăну кăларчĕ.
Авари июлĕн 20-мĕшĕнче каçхи пилĕк сехет тĕлнелле «Шупашкар – Сурское» автоçулăн 28-мĕш километрĕнче, Вăрăмту ялĕ çывăхĕнче, пулнине аса илтерни вырăнлă. Умĕнчи транспорт хатĕрĕнчен иртес шутпа Белов трассăн автомобиль хирĕç килекен енне тухнă, анчах каялла таврăнса ĕлкĕреймен – «Хендай-Гетцпа» çапăннă: 35-ри водитель тата унăн çуммăн ларса пынă арăмĕ инкек вырăнĕнчех пурнăçран уйрăлнă, икĕ ачине – виççĕри хĕрачапа вуннăри арçын ачана – РКБăн реанимаци уйрăмне леçнĕ. Беловăн çапăннипе айккине вăркăнса кайнă «Мерседесĕ» çавăн чухне «Ауди» çулне пÿлнĕ – унăн салонĕнчи çынсем те – водителĕн мăшăрĕпе тăваттăри ачи – суранланнă. Шупашкар çынни хăйĕн айăпне йышăннă, анчах та руль умне ÿсĕр ларни пирки туннă. Экспертиза вара шăпах çакна çирĕплетнĕ те.
РФ УК 264 статйипе пуçарнă уголовнăй ĕç материалĕсене тĕпченĕ хыççăн суд С. Белова патшалăх айăплавçи Анатолий Иванов асăннă статьяпа пăхнă чи пысăк виçепе явап тыттарма йышăннă. Хăйĕн айăпне йышăннине шута илсе – колони-поселенире 8 çул ирттерĕ. Шар курнă ене кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен кÿнĕ сăтăршăн унăн икĕ миллион çурă тÿлеме тивĕ. Федераци судьи Вера Бойправ приговора вуланă хыççăн С. Белова сăтăра саплаштарсан тата колонире хăйне лайăх тытсан айăплав вăхăчĕн виççĕмĕш пайĕ иртнĕ хыççăнах ирĕке тухма май пуррине ăнлантарнă. Судья залран тухсанах аваришĕн айăплă С. Белов унта вилнисен умĕнче ÿкĕнсе тата каçару ыйтса сăмах каланă, анчах та ăна тăванĕсем итлесе пĕтермесĕрех тăрса тухнă.
Йышăнăва ЧР Аслă судĕнче хирĕçлемелли вăхăт хальлĕхе иртмен-ха.
ТАТЬЯНА МАЙОРОВА
Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.