Ăмăрткайăксем шуçăмпах уя тухрĕç

«Орленок» тата «Зарница» çарпа спорт вăййисене ирттерес йăлана республика 49-мĕш çул тытса пырать. Кăçал ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчи çĕнтерĕве 72 çул çитнине халалларĕç. Çамрăк армеецсен вăййисен пур тапхăрĕнче çулталăк тăршшĕпе 30 пин ытла шкул ачи хутшăнчĕ. Республикăри финалта вара çамрăк армеецсен 70 ытла уйрăмĕ мала тухассишĕн ăмăртĕ.

Шупашкар районĕнче «Орленок» тата «Зарница» вăййисем юлашки çулсенче Янăш ял тăрăхĕнче иртеççĕ. Унччен çамрăк армеецсем хăйсен ÿт-пÿ çирĕплĕхне, ăс-тăнне тата тавçăрулăхне Кÿкеç тата Апаш ял тăрăхĕсен территорийĕнче тĕрĕсленĕ. Кашни çулах вăл район шкулĕсенчен 300 ытла вĕренекене пухать. Çар çи-пуçне тăхăннă пулас салтаксемпе хĕрачасем тунтикун Янăш шкулĕ çумĕнчи уçланкăри палатка лагерьне вырнаçрĕç. Çамрăк армеец юхăмĕсен çулталăкри ĕçне пĕтĕмлетме май парса вăйăсен районти тапхăрĕ пурĕ 27 командăна пуçтарчĕ. Кашни палатка умĕнче çамрăк армеец юхăмĕсен штандарчĕсем ялкăшса тăратчĕç, апат пĕçерме хуран хатĕрччĕ… Хĕвĕшÿ уйра ир-ирех пуçланчĕ.

«Майăн 9-мĕшĕнче Çĕнтерÿ кунне халалланă парадра çуралнă патриот туйăмĕсене пурнăç тăршшĕпе илсе тухăр. Этеме çĕр шыв ĕçтерсе, çăкăр çитерсе тăрантарма пултарать, анчах хăйне тăшмансенчен хÿтĕлеймĕ. Ăна хÿтĕлесси – пирĕн тивĕç», – шкул ачисене чĕнсе каланă пек çирĕппĕн илтĕнчĕç ЧР Çар комиссариачĕн Шупашкар тата Сĕнтĕрвăрри районĕсенчи уйрăмĕн çар комиссарĕн Александр Кочуровăн сăмахĕсем. Çĕршывăн тата республикăн патшалăх ялавĕсене иртнĕ вăйăсенче çĕнтернĕ Кÿкеçри «Зарница» тата Тренккассинчи «Орленок» командăсен командирĕсем çĕклеме тивĕç пулчĕç. Çакăн хыççăн пур команда та марш çеммипе стройпа утрĕ, каччăсемпе хĕрсене çар комиссарĕ хавхалантарса тăчĕ.

Шупашкар район администрацийĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Димитриев çамрăк армеецсене ăнăçлă старт суннă май çак вăйăсем малашне те иртессине, муниципалитет шайĕнче мала тухнă командăсем республика тапхăрĕнче район чысне тивĕçлипе хÿтĕлессе шаннине пĕлтерчĕ. Официаллă пая хутшăннă ытти хăна – райадминистрацин вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕ Борис Романов, Янăш ял тăрăх пуçлăхĕ Иван Грачев – çак вăйăсенче ачасен патриот туйăмĕ аталаннине, çĕр çинчи тăнăç пурнăçа упраса хăваракан чăн-чăн хÿтĕлевçĕсем ÿснине палăртрĕç. Çамрăк армеецсен вăййисене савăнăçлă лару-тăрура уçнă хыççăн вĕсем командăсем чарăннă вырăнсене пăхса çаврăнчĕç, хĕрÿ тупăшăва сăнарĕç.

Вăйăсем стройпа утас хаклавран пуçланчĕç. Çар тумтирне тăхăннă каччăсемпе хĕрсем тип-тикĕс ретсене тăрса пĕр çын пек тĕрлĕ команда пурнăçларĕç. Çак конкурсра 70-шер балпа 1-2-мĕш вырăнсене Кăшавăш тата Тăрăн шкулĕсенчи çамрăк армеецсен командисем йышăнчĕç.

Автомата сÿтсе пуçтарнă чухнехи чи лайăх вăхăта Тренккасси шкулĕн команди кăтартрĕ. Вăй гимнастикинче те, каччăсем турник çинче туртăнса, хĕрсем отжимани туса, вĕсене çитекенни пулмарĕ. 100 метрлă дистанцие вăхăтпа чупассинче вара Тренккассинчи спортсменсем чи малта пулчĕç. «Çĕнтерÿ патне çывхартакан утăмсем» конкурсра кашни командăран 7 çын (5 каччăпа икĕ хĕр) 1418 метрлă дистанцие – кашни 200-шер метр – чупрĕç, Янăш шкулĕ кунта мала тухрĕ. Чăрмавлă çул-çÿрев маршрутне Чăрăшкасси шкулĕн çамрăк армеецĕсем чи малтан парăнтарчĕç. Снайпера тупмалли конкурсра вĕсемех палăрчĕç.

«Орленоксен» хушшинче чи маттур команда ятне Тренккасси шкулĕн вĕренекенĕсем тивĕçрĕç, «Зарница» вăйăра вара çак конкурссенчен 5-шĕнче 1-мĕш вырăнсене йышăнса хуçасен шкулĕ мала тухрĕ.

Çар вăййисем каç кÿлĕм вĕçленчĕç. Полигона тирпей-илем кĕртнĕ хыççăн шкул ачисем тулли кăмăлпа килĕсене саланчĕç. Çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ командăсем июнь уйăхĕнче республика тапхăрĕнчи вăйăсенче район чысне хÿтĕлеме малалла хатĕрленĕç.

Милена Сергеева

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости