Ă​рат​лă выльăх туян​ма май пур

Кил​ти ĕне​не сут​рă​мăр. Ха​лĕ эпĕ ăрат​лă выльăх туя​нас​шăн. Вĕ​се​не ра​йон​ти хăш ху​çа​лăх​сен​че су​таççĕ-​ши?

Ва​лен​ти​на ПЕТРОВА, Чă​рăш​кас​си

Сер​гей ПАВЛОВ, ЧР ял ху​çа​лăх ми​нист​рĕ:

– Рес​пуб​ли​кă​ри те​ми​çе ра​йон​та ăрат​лă выльăх​сем су​таççĕ, çа​вăн пе​кех Шу​паш​кар ра​йо​нĕн​че те. Ле​нин ячĕл​лĕ СХПК-​кол​хоз​ра, «Ат​ла​шевс​кий» СХК-​ра, «П​ри​волжс​кое» ОАО-​ра, «Чу​ра​чикс​кое» ОАО-​ра, «Оль​деевс​кая» Аг​ро​фир​мă​ра «​чер​но-​пест​рая» ăрат​лă пă​ру​ла​ман (е пуш​мак пă​ру) е пă​ру​ла​мал​ли ĕне​сем туян​ма пу​лать. Тĕп​лĕн​рех пĕ​лес те​сен çак ху​çа​лăх​се​не шăн​кă​рав​ла​са ыйт​ма пул​та​ра​тăр.

Кунта çакна та палăртмалла: ăратлă выльăхсем ахальлисенчен хаклăрах. Ăрат​лă ыт​ти выльăх су​та​кан ху​çа​лăх​сем те пур. Сă​мах​ран, Ле​нин ячĕл​лĕ СХПК-​кол​хоз​ра, «П​ри​волжс​кое» ОАО-​ра, «Чу​ра​чикс​кое» ОАО-​ра, «Оль​деевс​кая» Аг​ро​фир​мă​ра вă​кăр​сем су​таççĕ. «Су​вар-2» ТП» ООО-​ра «​йорк​шир», «П​ри​волжс​кое» ОАО-​ра шу​рă пы​сăк сыс​на ăра​чĕ​се​не туян​ма та пу​лать

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости