Çамрăклах куçне хупнă депутата асра тытса

Апрелĕн 4-5-мĕшĕсенче «Улăп» спортпа сывлăх центрĕнче Владислав Григорьев депутата халалласа арçынсен командисен хушшинче волейбол турнирĕ иртнĕ.

Владислав Вячеславович кун-çулĕ вăрăм пулман, депутат çамрăклах чире пула куç хупнă. Пурăннă пулсан вăл 40 çул тултарĕччĕ (1975 çулхи апрелĕн 6-мĕшĕнче çуралнă). Вăл Атайкасси шкулне пĕтерет, унтан ЧППУ-на вĕренме кĕрет. 2005-2008 çулсенче Атайкасси шкулĕн директорĕнче вăй хурать. Пĕрле ĕçлекенсем ăна пуçаруллă та çĕнĕлĕхсене хапăл туса кĕтсе илекен çын пек ас тăваççĕ. Вăл 2008 çулта ĕмĕрлĕхех куçне хупнă.

Атайкасси шкулĕнче физкультура учителĕнче вăй хуракан Николай Беляков каланă тăрăх, Владислав Вячеславович ĕçĕ юратакан çын пулнă, 3 çул хушши директорта тимленĕ вăхăтра шкулта юсав ĕçĕсем ирттерес тесе нумай тăрăшнă.

Университетра пĕрле ăс пухнă Павел Цветков та ăна ырăпа асăнать. Пĕрремĕш курсрах старостăна суйланă Владислав Григорьев ыттисене ертсе пыма пултарнипе уйрăлса тăнă. Спортпа туслăскер 3-мĕш курсра вĕреннĕ вăхăтрах шкулта физкультура учителĕнче ĕçленĕ.

Владислав Григорьева халалласа ирттерекен ăмăртăва Шупашкар район пуçлăхĕ Алевтина Исаева уçнă. Вăл Владислав Вячеславович ырă кăмăллă çын пулнине палăртса хăварнă.

Апрелĕн 4-мĕшĕнче ăмăртăва пурĕ 5 команда пуçтарăннă. Атайкасси çамрăкĕсен команди 1-мĕш, университетра пĕрле вĕреннĕ юлташĕсен «Одноклассники» ушкăнĕ – 2-мĕш, «Юлташĕсем» команда – 3-мĕш вырăнсене тивĕçнĕ. Çак кун ăмăртăва шкул ачисем, ял тăрăх пуçлăхĕсем, депутатсем хутшăннă.

Апрелĕн 5-мĕшĕнче депутата чысласа 9 ушкăн волейболла вылянă: Апаш, Тутаркасси, Вăрман-Çĕктер, Атайкасси ял тăрăхĕсен командисем, «Стройфонд», «Импульс», «Спартак», УКК «Нива», Шупашкар район больницин ушкăнĕ. Хĕрÿ тупăшура кам вăйлăрах пулнине палăртнă волейбол вăййине кăмăллакансем. «Стройфонд» çĕнтерÿçĕ, Атайкасси команди 2-мĕш, Канаш районĕн «Импульс» команди 3-мĕш пулнă.

Çĕнтерÿçĕсене Хисеп хучĕсемпе, медальсемпе тата парнесемпе чысланă.

ВЕРА ШУМИЛОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости