Çам​рăк​сен çи​тĕ​нĕ​вĕ​сем

Тă​рăн​ти тул​ли мар вă​там шкул​та спор​та хак​ла​кан​сем пĕ​лÿ илеççĕ. Физ​куль​ту​ра уро​кĕ​се​не вĕ​рен​те​кен Аль​би​на Фи​лип​по​ва (​хăй те çак пред​ме​та суй​ла​са ил​ни ахаль​тен мар) ка​ла​са па​нă тă​рăх, спорт​па тус​ли​сен йы​шĕ каш​ни клас​рах чы​лай.

Эр​не​се​рен сек​ци​сем ирт​ни, «У​лăп» спорт​па сыв​лăх цент​рĕн​че шы​ва кĕр​се ор​га​низ​ма тĕ​рек​лет​ни, тĕр​лĕ ăмăр​ту тă​тăш йĕр​ке​ле​ни ача​сен сыв​лăх​не та​тах та çи​рĕп​ле​тет, ту​пă​шу​сен​че мал​ти рет​ре пу​лас ту​йă​ма вă​ра​тать. Ахаль​тен мар вĕ​ре​не​кен​сем кă​çал рес​пуб​ли​кă​ра ирт​нĕ армс​порт ăмăр​тă​вĕ​се​не хут​шăн​са пĕр​ре​мĕш вы​рăн йы​шăн​чĕç, ку​бо​ка ти​вĕç­рĕç. Ишес енĕ​пе, зал​та фут​бол вы​ляс​си​пе та​та ра​йон​ти армс​порт ăмăр​тă​вĕн​че те çĕн​те​рÿ ка​йăк​не алă​ран вĕ​çерт​ме​рĕç тă​рăн​сем. Çап​ла эпир 4 ку​бок​лă пул​тă​мăр. Пĕл​тĕр​хи 9-​мĕш класс ачи​сем – ăмăр​ту​ра мат​тур​ри​сем – шкул​па сыв пул​лаш​рĕç ĕн​тĕ. Вĕ​се​не ма​лаш​лăх​ра те​лей​лĕ çул, ăнă​çу, ÿсĕм су​нар. Шăл​лĕ​сем​пе йă​мă​кĕ​се​не, шкул чыс​не çÿ​ле çĕк​ле​ме тă​рă​ша​кан​се​не ят​ран асăн​са хă​ва​рар – В​ла​ди​мир Ива​нов, Анд​рей Пет​ров, Ва​дим Г​ри​горьев, Мак​сим Се​ме​нов, Анас​та​сия Вар​ла​мо​ва, Еле​на Смир​но​ва, Ека​те​ри​на Бо​ри​со​ва – кă​çал 9-​мĕш клас​ра ăс пу​хаç­çĕ.

Вĕ​ре​нÿ çу​лĕн пуç­ла​мă​шĕн​че те​пĕр ырă хы​пар вĕç­се кил​чĕ – 2014 çул​хи тул​ли мар вă​там шкул​сем хуш​шин​чи спар​та​киа​дă​ра 2 шкул пĕр пек оч​ко пух​са мал​ти вы​рăн​се​не тух​рĕ. Пи​рĕн те​пĕр ку​бок ху​шăн​чĕ, пĕр​лех пар​не – ко​ман​да вал​ли ха​мăр шкул ят​не çыр​нă фут​бол​кă​сем. Ку, пал​лах, ача​се​не пи​тĕ хав​ха​лан​та​рать, вăй-​хă​ват ху​шать, ма​лал​ла хас​тар​лан​ма хис​тет.

Ра​йон​та ирт​нĕ «На​ци​сен кро​сĕ-2014» ăмăр​ту​ран та пи​рĕн çам​рăк спортс​мен​сем 2-​мĕш вы​рăн​па тав​рăн​чĕç. 8-​мĕш клас​ри Ма​рия Ва​силье​ва ва​ра хăй ÿсĕ​мĕн​чи чу​пу​çă​се​не кая хă​вар​са 1-​мĕш сте​пен​лĕ дип​лом, ятар​лă эмб​ле​мăл​лă кеп​кă​па фут​бол​ка, ме​даль çĕн​се ил​чĕ, пур​не те çи​тĕ​нÿ​пе са​вăн​тар​чĕ.

АН​ТО​НИ​НА ЕФИ​МО​ВА, ТĂ​РĂН

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости